Ӗнер, ака уйӑхн 4-мӗшӗнче, 15 сехет те 40 минутра, Вӑрнар районӗнчи «Вӑрнар-Вӑрманкасси-Катӑш-Нурӑс» ҫул ҫинче инкек пулнӑ.
Республикӑн Шалти ӗҫсен министерствинче малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, «ВАЗ 21120» автомбилӗн 19 ҫулти водителӗ хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ, унта «Дэу Матиз» автомбильпе пырса ҫапӑннӑ.
«Матиз» машинӑри 5 ҫын аманнӑ, вӗсенчен виҫҫӗшне: 38 ҫулти хӗрарӑм-водителе, 11 ҫулти арҫын ача-пассажира тата 51 хӗрарӑм-пассажира — пульницӑна ӑсатнӑ.
18 ҫулти каччӑ-водитель урах пулнӑ. Анчах унӑн водитель прави пулман. Ун тӗлӗшпе административлӑ виҫӗ ӗҫ пуҫарнӑ.
Муркаш районӗнчи Вӑрманкас ялӗнче машина урапи айне ҫын пулнӑ. Инкек каҫхи тӑхӑр сехетре сиксе тухнӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, машина рулӗ умӗнче ӳсӗр водитель пулнӑ. Хӗрӗнкӗскер урапа айне ҫын лекнине те туйман. «Сисмерӗм», — ӑнлантарнӑ вӑл пакунлисене.
Мшина вырӑнтан хускалса каяс тесе пӗр вырӑнта тапкаланнӑ, ҫав вӑхӑтра ун урапи айӗнче ҫын пулнӑ.
Шар курни 39 ҫулта. Турра шӗкӗр, вӑл чӗрӗ тӑрса юлнӑ, анчах йывӑр суранланса пӗтнӗ. Ӑна пульницӑна ӑсатнӑ.
Ӳсӗр водителе ҫул-йӗр инспекторӗ пулса ӗҫленӗ Юрий Алексеев тытса чарнӑ. Вӑл сасӑ илтсе урама чупса тухнӑ. Ӳсӗр водительтен машина уҫҫине ял ҫыннисемпе пӗрле туртса илнӗ.
Чӑваш Енри 15 ялта африка чумине пула мӗнпур сыснана вӗлереҫҫӗ. Республика Элтеперӗн йышӑнӑвӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак ӗҫе ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗччен вӗҫлемелле. Сыснасене вӗлерсе, унсӑр пуҫне сысна ашне те ҫунтарса яраҫҫӗ. Карантин зонине Муркаш тата Элӗк районӗсенчи 15 ял лекнӗ. Унта хир сыснисем африка чумипе чирлине тупса палӑртнӑ.
Сысна пӗтермелли ялсен шутне Элӗк районӗнчи Чӑваш Сурӑм ял тӑрӑхӗнчи Мӑн Шӗвӗш; Муркаш районӗнчи Ҫатракасси ял тӑрӑхӗнчи Ҫатракасси, Очӑкасси, Ҫӗньял Хуракасси, Торинкасси, Шупуҫ, Ятман, Ҫӗньял Очӑкасси; Шетмӗпуҫ ял тӑрӑхӗнчи Катӑкуй, Шетмӗпуҫ; Йӳҫкасси ял тӑрӑхӗнчи Тури Панкли, Вӑрманкас, Анатри Панкли, Нӳрет, Хурӑнкасси ялӗсем лекнӗ.
1 килограмм сыснашӑн хыснаран 119 тенкӗ те 82 пус тӳлӗҫ, 1 килограмм сысна ашӗшӗн — 265 тенкӗ те 47 пус, 1 килограмм шӑмӑсӑр сысна ашшӗшӗн — 335 тенкӗ те 88 пус.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Вӑрманкас ялӗнче пушар пулнӑ: унта ҫурт ҫунса кайнӑ. Ҫав пӳртре ватӑ мӑшӑр пурӑннӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 12 сехетре ялти пӗр ҫуртра ҫулӑм ялкӑшма тытӑннӑ. Упӑшкипе арӑмӗ пӳрт йӑлтах хыпса иличчен хӑш-пӗр япалана урама илсе тухма ӗлкӗрнӗ. Юрать-ха, хайсем те чӗрӗ-сывах.
Пушарнӑйсем ҫулӑма 2 сехете яхӑн сӳнтернӗ. Шел те, ҫуртран нимӗн те тӑрса юлман. Юнашарти хуралтӑ таврашӗсем те ҫулӑмпа сиенленнӗ.
«Лондон чӑвашла калаҫать» проект пирки «Контактра» халӑх ушкӑнӗнче Марина Доналд пӗлтернеччӗ. Ҫӗнӗлӗх пирки пӗлсен ҫак йӗркесен авторӗ пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Маринӑпа ҫыхӑннӑччӗ. «Тӗрӗссипе каласан, проект халь пиҫсех ҫитмен-ха. Тепӗр пӗр эрне кирлӗ, эпӗ халь концепцие (чӑвашла хӑрушӑ курӑнать ку сӑмах) вӗҫлетӗп», – хуравланӑччӗ ун чухне хастар ентешӗмӗр.
Марина Доналд Лондон хулинче пурӑнать. Хӑй вӑл Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Вӑрманкас ялӗнче ҫуралнӑ. Шупашкар та юриста вӗренсе тухнӑ. Унччен – Сӗнтӗрвӑрринчи вӑрман хуҫалӑхӗнче. Шупашкарта та ӗҫленӗ, Мускавра та. Тӗнче тетелӗ урлӑ пулас упӑшкипе паллашнӑ. Великобританире икӗ ҫул каялла пурӑнма пуҫланӑ. Халӗ вӑл киберхӑрушсӑрлӑх пӗлӗвне илет.
Вӑрнар районӗнчи Вӑрманкас ялӗнче чутах икӗ ача пушарта ҫунса кайман. Юрать, кӳршисем вӑхӑтра пулӑшу кӳнӗ. Унсӑрӑн мӗн пуласси пирки калама та хӑрушӑ.
Пушар каҫхине 8 сехет тӗлне тухнӑ. Ачасем, 7 ҫулти хӗрачапа 5-ри арҫын ача, пӗчченех юлнӑ. Хайхискерсем шӑрпӑкпа вылянӑ, верандӑра картон курупкана чӗртсе янӑ. Ҫулӑм вӑйлӑ алхасма тытӑнсан вӗсем ӑна хӑйсем тӗллӗн сӳнтереймен. Ҫулӑмран хӑраса пӳлӗмре пытаннӑ.
Юрать, пушара ентешӗсем асӑрханӑ. 37 ҫулти кӳрши Александр Казаков юлташӗпе пулӑшма чупнӑ. Вӗсем чӳречерен ачасене курсан кантӑка ҫӗмӗрнӗ те пӗчӗкскерсене урама илсе тухнӑ.
Пушарнӑйсем вырӑна ҫитнӗ, ҫулӑма хуралтӑ таврашне куҫма паман.
Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче Хӗветӗр Матурӑн (Фёдор Мадуровӑн) «Вӑрҫӑ ачисем» куравне чаплӑн вӗҫлерӗҫ. Тӗрлӗ картинӑсемпе кӳлепесемпе паллаштаракан куравпа сывпуллашма тӗрлӗ сферӑра вӑй хуракан ҫынсем сахал мар пухӑнчӗҫ. Каласа хӑварас пулать, Хӗветӗр Матур каласа панӑ тӑрӑх ӳнер музейӗнчи куравра мӗнпур ӗҫӗсенчен чи нумаййи те 15% ҫеҫ вырӑн тупнӑ, курав валли автор чи пӗлтерӗшлӗ ӗҫсене кӑна суйласа илнӗ.
«Вӑрҫӑ ачисем» курав ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче уҫӑлнӑччӗ. Ӑна паллӑ кӳлепеҫӗ тата ӳнерҫӗ 75 ҫул тултарнӑ ятпа йӗркеленӗ. Автор каласа панӑ тӑрӑх курав чылайӑшӗн кӑмӑлне кайнӑ. Хӑшӗ-пӗри унти ӗҫсенче вӑрҫӑ ачисене тупайманни пирки пӗлтерсен Анатолий Кипеч пӑхассипе курасси хушшинче пысӑк уйрӑмлӑх тесе палӑртрӗ. Автор ӗҫсемпе тӗплӗн паллаштарса тухнӑ хыҫҫӑн вӑрҫӑ ачисен тематики картинӑсемпе кӳлепесенче чылай вырӑн йышӑнни палӑрчӗ. Унсӑр пуҫне, каласа хӑварар, автор хӑй те ҫав вӑхӑтри ҫынсен йышне кӗрет. Унӑн ачалӑхӗ шӑп та лӑп вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи йывӑр тапхӑрта иртнӗ.
Ӗҫсемпе паллаштарса тухнӑ хыҫҫӑн автор хӑйӗн 75 ҫулхи юбилейӗ тӗлне кӑларнӑ кӗнекесемпе те паллаштарчӗ, курма пынисене парнелерӗ.
Шупашкарӑн Алькеш посёлокӗпе ҫумри районӑн Вӑрманкас ялӗ хушшинче вырнаҫнӑ юпана ҫулла тӳнтерме хӑтланни пирки эпир ҫырнӑччӗ. Ҫав пӑтӑрмаха пулах кӑҫал ҫурла уйӑхӗнче Паттӑрлӑх кунне палӑртмарӗҫ.
Ӗнер, чӳкӗн 6-мӗшӗнче, шар курнӑ юпа вырӑнӗнче халӑх тӗнӗн керемне (храмне) уҫрӗҫ. Тӳнтерме пуҫланӑ юпана тӳрлетсе лартса ун тавра тимӗртен ҫӳллӗ хӳшӗ йӗркеленӗ. Юпана ҫавӑн пекех тимӗр карта тытса ҫавӑрнӑ. Парне тумалли вырӑна та манман. Унччен юпа тӗссӗр тӑнӑ пулсан халь ӑна сӑрланӑ. Маларах ӑна ҫул хӗрринче асӑрхама йывӑр пулнӑ пулсан халь аякранах курӑнса тӑрать.
Кереме уҫма Фёдор Мадуров ӳнерҫӗ, Лапсар ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ Евгений Афанасьев тата ыттисем хутшӑннӑ.
Кашни ҫул иртекен Паттӑрлӑх кунӗ кӑҫал пулмӗ. Кун пирки пире Фёдор Мадуров хӑй пӗлтерчӗ.
Паттӑрлӑх кунӗ — «Инем» ятлӑ чӑваш тӗнӗн пӗрлӗхӗ ирттерекен уяв. Ӑна ҫурла уйӑхӗн пӗрремӗш шӑматкун-вырсарникун ирттерме йышӑннӑ пулнӑ. Уява 1223 ҫулта пулса иртнӗ ҫапӑҫӑва халалланӑ. Ун чухне тутар-монголсем Атӑлҫи Пӑлхар ҫине пӗрремӗш хут тапӑнса кӗнӗ. Пирӗн ман асаттесем вӗсене вӑл ҫулхине ҫапса аркатнӑ. Тыткӑна лекнисене такасем ҫине ылмаштарнӑран ку ҫапӑҫу историне Така вӑрҫи пек те ҫырӑнса юлнӑ.
Кӑҫал уяв шӑматкун, ҫурлан 6-мӗшӗнче иртмелле пулнӑччӗ. Анчах та Шупашкар районӗнчи Вӑрманкас ялӗпе Шупашкар хушшинче вырнаҫнӑ юпана сиен кӳнине пула, чӳк таврашӗ ирттерме ни Шупашкар, ни Шупашкар районӗ ҫӗр уйӑрма килӗшменнине пула кӑҫал вӑл уява палӑртмасӑр хӑварма йышӑннӑ.
Аса илтеретпӗр, юпана ҫӗртме уйӑхӗ вӗҫнелле сиенленӗ. Пӗр енне пуртӑпа чутланӑ, тата ҫавӑн пекех ӑна тӳнтерсе яма хӑтланнӑ. Чӑваш тӗнӗн юпине хальлӗхе йӗркене кӗртмен-ха. Сиен тунӑ ҫынсене шыраҫҫӗ, вӗсене хальлӗхе тупайман-ха.
Кӑҫал Максим Григорьев поэт ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитет. Халӑх ӑна Максим Ястран ятпа пӗлет. Ҫавна май Элӗк районӗнче ӑна халалласа ирттермелли мероприятисен планне хатӗрленӗ. Ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Вутланри культура ҫуртӗнче пултарулӑх каҫӗ иртӗ.
Шӑпах ҫак кун 100 ҫул каялла Максим Григорьев Вӑрманкас ялӗнче кун ҫути курнӑ. 1936–1939 ҫулсенче вӑл «Пионер сасси», «Ҫамрӑк большевик», «Чӑваш коммуни» хаҫатсенче, Халӑх пултарулӑх ҫуртӗнче ӗҫленӗ. Ястран «Садра калаҫни» сӑвӑпа чапа тухнӑ. Унӑн хӑш-пӗр поэми чӑваш поэзийӗн ылтӑн фондне кӗнӗ.
Максим Ястран Г.Гейнен, А.Пушкинӑн, М.Лермонтовӑн, Т.Шевченкӑн, В.Маяковскин, К.Симоновӑн, С.Михалковӑн тата ыттисен хайлавӗсене чӑвашла куҫарнӑ.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан Ястран «Чӑваш коммуни» хаҫатра корреспондентра ӗҫленӗ. 1942 ҫулта ӑна Хӗрлӗ Ҫара илнӗ. Вӑл Сталинград хулине хӳтӗленӗ. Ястран 1942 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ҫак хула ҫывӑхӗнче паттӑрла вилнӗ. 1962 ҫулта ӑна СССР ҫыравҫисен пӗрлӗхне кӗртнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |