Казахстанри А.С. Пушкин ячӗллӗ облаҫ вулавӑшӗнче «Пуласлӑх валли вулавӑш» ятлӑ форсайт-конференци иртнӗ. Мероприятие йӗркелекенсем культурӑн ҫак учрежденийӗсене культура эткерлӗхне упракан, хушма вӗрентекен, ӑс-тӑна тата пултарулӑха аталантармалли центр евӗр ӑтвасшӑн иккен.
Конференци тӗрлӗ пайран тӑнӑ, ҫав шутра — «ҫавра сӗтел», «онлайн-сесси» тата ытти ҫавӑн йышши мероприятирен. Унта чӑвашсем те хутшӑннӑ. Тӗп докладсенчен пӗринпе Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн ректорӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Андрей Федоров тухса калаҫнӑ. Вӑл, тӗпрен илсен, виртуаллӑ коммуникаци пирки чарӑнса тӑнӑ.
Кунсӑр пуҫне Андрей Федоровӑн «Библиотечная блогосфера» кӗнекине хӑтланӑ.
Ӗнер Чӑваш Республикин ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗнче «Аттепе вулатпӑр!» коворкинг (акӑлчанран куҫарсан ку сӑмах ӗҫе пӗрле пурнӑҫланине пӗлтерет) иртнӗ.
Ку проекта пурнӑҫа кӗртессишӗн вулавӑш Чӑваш Ен Элтепер грантне ҫӗнсе илме конкурса хутшӑннӑ иккен. Ҫӗнӗлӗх ашшӗсем ачисене воспитани парас ӗҫе явӑҫтарас, ҫемьере ашшӗн сумне ӳстерес, ашшӗсемпе ачисене пӗрле вулаттарас тӗллевлӗ иккен.
Проекта пурнӑҫа кӗртме вулавӑшра ачасем валли ятарлӑ вырӑн хатӗрленӗ. Ачасене илӗртме тесе ӑна тетте-кӗнекесемпе, аталантаракан вӑйӑсемпе, трансформер-кӗнекесемпе, музыка тата «калаҫакан» кӗнекесемпе пуянлатнӑ. Коворкинг вырӑнне шыраса тупма хӗн мар. Ӑна «Аттепе вулатпӑр!» тесе ҫырса хуни кӑтартать.
Проекта уҫнӑ кун ашшӗсемпе ачисем кӑна мар, ҫемьепех пыракансем те пулнӑ. Ачасен ашшӗ-амӑшӗ кӑна-и, аслашшӗ-асламӑшӗ те. Ачасем ашшӗсем, кӗнеке тата вулавӑш пирки вуланӑ. Унта халӑх юррин «Веретенце», халӑх ташшин «Катюша» ансамблӗсем, «Эреш» оркестр та пулнӑ.
Ҫывӑх вӑхӑтра кун пек мероприятие Хӗрлӗ Чутайӗнче (юпан 2-мӗшӗнче), Патӑрьелте (юпан 10-мӗшӗнче) ирттермелле.
Ангелина Павловская 4–5 ҫул хушшинче ҫырас ӗҫре питӗ тухӑҫлӑ ӗҫленӗ. Ҫыравҫӑн кашни ҫулах пӗрер кӗнеке пичетрен тухса пынӑ. 2010 ҫулта «Саланнӑ кӗлте», 2011 ҫулта «Сапаскар хӗрӗ» кӗнекисем пичетленсе тухнӑ. Вулакансем 2013 ҫулта «Вӗрене шывӗ те пылак» романӑн 1-мӗш кӗнекипе паллашнӑ. Кӑҫал, 2014 ҫулта, «Вӗрене шывӗ те пылак» романӑн 2 -мӗш кӗнеки кун курнӑ, ӑна вулакансем чӑтӑмсӑр кӗтнӗ. Роман сюжечӗ ҫав тери ҫивӗччӗн явӑнса пырать. Романа амӑшӗсене халалланӑ гимн теме те пулать. Анчах та ҫак хайлавӑн вӗҫӗ пӗтмен иккен. «Ҫак кӗнекери сӑнарсен малаллахи пурнӑҫӗпе кӑсӑкланакансен 3–мӗш кӗнекине ҫырса пӗтерсе пичетрен тухасса ҫулталӑк кӗтме лекет», — тесе пӗлтереҫҫӗ Пысӑк Енккасси ял тӑрӑхӗнче.
Ангелина Павловская Пысӑк Енккасси ял вулавӑшӗнче яланах кӗтнӗ хӑна. Вӑл 10–мӗш класра вӗренекен ачасемпе тӗлпулу ирттернӗ. Хӑйӗн ҫырас ӗҫӗ хӑҫан тата мӗнле пуҫланса кайни ҫинчен каласа панӑ, ҫӗнӗ кӗнекисемпе паллаштарнӑ. Унтан паянхи ҫамрӑксем мӗнле пурӑнни, мӗнпе интересленни ҫинчен калаҫнӑ. Ҫак темӑна ҫыравҫӑ «Саланнӑ кӗлте» хайлавӗнчи Венера сӑнарӗпе тӗслӗх илсе кӑтартнӑ.
Пӗтӗм тӗнчери ваттисен кунӗ ҫывхарнӑ май халӗ унта та кунта та тӗрлӗ уяв йӗркелеҫҫӗ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Паваркассинчи тӗслӗх вулавӑшра «Ҫул чӑрмав мар» каҫ иртнӗ. Уява районти социаллӑ пулӑшу кӳрекен центрӑн халӑха килте социаллӑ пулӑшу кӳрекен 2-мӗш уйрӑмӗн заведующийӗ Елена Семенова та хутшӑннӑ. Социаллӑ ӗҫчен хӑйсен служби ҫинчен каласа кӑтартнӑ, ҫулланнисен пурнӑҫне лайӑхлатма туса ирттерекен ӗҫсемпе паллаштарнӑ.
Уяв каҫӗнче клубӑн чи ҫамрӑк пайташне, Галина Леонтьева, ҫуралнӑ кунпа саламланӑ.
Кунсӑр пуҫне мӗнпур ватта парне лекнӗ. Вӗсене район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Атаманов ватӑсем валли асӑнмалӑх парса янӑ.
Шупашкарти Маяковский ячӗллӗ хулари тӗп вулавӑшра «Классика вулатпӑр» акци пырать. Ӑна нумаях пулмасть хулари 39-мӗш шкулти пиллӗкмӗш «и» класра ирттернӗ. Хӑнана Светлана Асамат сӑвӑҫа, юрӑҫа тата композитора йыхравланӑ.
Светлана Асаматпа кӗскен паллаштарас тӑк, вӑл — чӑваш культуринче паллӑ ҫын, 100 ытла эстрада юррин, 14 кӗнеке авторӗ. Ачасене вӑл хӑйӗн сӑввисемпе паллаштарнӑ. Ача чухне вуланӑ кӗнекесем унӑн пултарулӑхне витӗм кӳнине палӑртнӑ.
Сасӑпа вулама ачасем вырӑссен классикӗн Антон Чеховӑн «Лошадиная фамилия» калавне суйласа илнӗ. Ӑна Светлана Асамат вуланӑ. Тӗлпулура «Чувашские легенды и сказки» кӗнекери хайлавсене те вуланӑ.
Паян Чӑваш наци вулавӑшӗнче Евгений Турханӑн ҫӗнӗ кӗнекине — «Каганлӑх тӗпренчӗкӗ» ятлине — хӑтларӗҫ. Мероприяти 15:00 сехетре пуҫланчӗ.
Романри ӗҫсем XIX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче пулса иртеҫҫӗ. Тӗп харкамҫӑсен сӑнарӗсем урлӑ автор вӑл вӑхӑтри хресченсен пӑлхавне кӑтартса парать. Романра чӑнлӑх тӗпренчӗкӗсем те пур — автор хайлава ашшӗпе аслашшӗ каласа панисене тӗпе хурса ҫырнӑ. Евгений Турхан пӗр кӗнекепе ҫырлахасшӑн мар, иккӗмӗшне те хатӗрлеме пуҫланӑ.
Хӑтлава ҫыравҫӑсем, чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем, Хусанти юлташӗсем килнӗччӗ. Мероприятие пухӑннисем пурте тенӗ пекех ҫӗнӗ кӗнекене те авторне те мухтарӗҫ.
Елчӗк районӗнчи Хӗрлӗҫыр ялӗ вулавӑшӗнче Раҫҫейӗн художниксен союзӗн пайташӗсемпе Вениамин Мефодьевпа тата Анатолий Петровпа тӗл пулнӑ. Анатолий Петров 34 ҫул Чукоткӑри Анадырь хулинче пурӑннӑ. Унта вӑл Раҫҫей художниксен союзӗн Чукоткӑри регионти уйрӑмӗн правленине ертсе пынӑ. Халӗ вӑл ҫуралнӑ тӑрӑхне таврӑннӑ, живопиҫпе аппаланать, чӑваш тумӗпе тата натри чӑвашсен пуҫа тӑхӑнмалли хатӗрӗсемпе кӑсӑкланать.
Вулавӑшра Евдокия Каширина ӑста «Ал ӑсти» кружокӑн куравӗпе паллаштарнӑ, пуҫа тӑхӑнмаллисене хатӗрлеме вӗрентнӗ. Кружок пайташӗпе Зинаида Тихоновӑпа иккӗшӗ наци тумне кӑтартнӑ.
Чӑваш халӑх ҫыравҫи Александр Спиридонович Артемьев ҫуралнӑранпа авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче 90 ҫул ҫитрӗ. «Ан авӑн шӗшкӗ!», «Улма йывӑҫ авӑнать», «Алтӑр ҫӑлтӑр», «Ҫунатлӑ ҫуралнисем», «Хунавлах хӑрнисем», «Симӗс ылтӑн», «Тӑвӑл умӗн», «Ҫӑлтӑр ҫумӑрӗ», «Салампи» тата ытти 20 ытла кӗнекесен авторӗ Элӗк районӗнчи Тури Вылӑ ялӗнче кун ҫути курнӑ, вӑтам пӗлӳ илме ялтан 5 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанашри вӑтам шкула ҫул тытнӑ, 1941-мӗш ҫулта алла аттестат илсе ҫӗршыва тӑшманран хӳтӗлеме тухса кайнӑ.
Писатель 90 ҫул тултарнӑ ятпа вӑл ҫуралса ӳснӗ ялта унӑн тӑванӗсем, Элӗк район администрацийӗн элчисем, Тури Вылӑ ял халӑхӗ тата ыттисем вӑл ҫуралса ӳснӗ кил патне пухӑнчӗҫ. Пухӑннисем умӗнче Элӗк район архивӗн ӗҫченӗ Л.С.Семенова, профессор В.А. Иванов, С. Талвир ячӗллӗ преми лауреачӗ Б.И. Борисов тата ыттисем паллӑ ҫыравҫа ӑшшӑн аса илчӗҫ.
Ураскилтри культура ҫурчӗн ӗҫченӗсем «Пултаруллӑ ҫыравҫӑ, кӑвар чӗреллӗ салтак» литература композицийӗпе куракансене савӑнтарчӗҫ.
Иртнӗ ӗмӗрте палӑрнӑ чылай ҫыравҫӑн пултарулӑхне тӗпчевҫӗсем паян ҫӗнӗрен тишкерсе пӑхаҫҫӗ. Паллах, ун пек чухне тӗппипех урӑх хак параҫҫӗ тесе калама ҫук. Тепӗр чухне малтан каланинех ҫӗнӗ куҫпа курса хаклаҫҫӗ. Ҫакӑ та вӑл ку ҫыравҫӑ пултарулӑхне тарӑнрах тӗпчеме, унӑн ҫӗнӗ енӗсене палӑртма пулӑшать.
Сӑмах кунта Илле Тӑхти пултарулӑхӗ пирки пырать. Кӑҫал ҫыравҫӑ ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитрӗ. Илья Ефимович Ефимов-Тӑхти 1889 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Тӑвай районӗнчи Нӳшкасси ялӗнче чухӑн хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ. Ялти пуҫламӑш шкулта, Хусанти учительсем хатӗрлекен семинарире, Мускаври Пӗрремӗш патшалӑх университетӗнчи этнологи факультечӗн литература уйрӑмӗнче вӗреннӗ. Тӑхтие чӑн-чӑн халӑх вӗрентекенӗ теме пулать тесе шухӑшлаҫҫӗ Елчӗк районӗнчи тӗп вулавӑшра. Вӑл нумай ҫул тӗрлӗ шкулта ӗҫленӗ, чӑваш ачисене тарӑн пӗлӳ пама тӑрӑшнӑ. Ҫав хушӑрах халӑх хушшине тухса ҫӳренӗ, халӑх сӑмахлӑхне пухнӑ. Мӗн виличченех халӑха вӗрентес ӗҫре тӑрӑшнӑ.
Тӗпчевҫӗсенчен чылайӑшӗ Тӑхти кулӑшне чи малтанах унӑн «Колчак» ятлӑ поэминче курнӑ, ҫыравҫӑн сӑнар калӑплас, кулӑшла лару-тӑру тӑвас ӑсталӑхне вырӑнлӑ палӑртнӑ.
Нумаях пулмасть Йӗпреҫ районӗнчи Кӗлӗмкассинче паллӑ ентешне, Геннадий Маркиянов композитора, халалланӑ каҫ иртнӗ.
Уява Маргарита Бронникова библиотекарь уҫнӑ. Вӑл композиторӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Геннадий Александровичӑн ҫывӑх тӑванӗ, унпа пӗр класра вӗрннӗскер, Ираида Яковлева ун пирки аса илнӗ. Вӑл паллӑ ентешӗ пирки чылай кӑсӑкли каласа кӑтартнӑ.
Хӗрарӑмсен «Мерчен» вокал ансамблӗ Геннадий Маркияновӑн юррисене шӑрантарнӑ. Геннадий Александровичӑн юррисем халӑхра анлӑ сарӑлнӑ: «Йӗпреҫ хӗрӗсем», «Ытарайми анне сӑнарӗ», «Шкул вальсӗ», «Эп пӗлетӗп хам кӑна», «Пахчипех-ҫке мӑкӑнь», «Анне сасси».
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |