Юрӑ чуна хӑпартать кӑна мар, ӗҫлеме вӑй-хал та хушать. Ҫакна культура ӗҫченӗсем питӗ лайӑх ӑнланаҫҫӗ. Ҫавӑнпах вӗсем уй-хир ӗҫченӗсене хавхалантарма концертпа тухса ҫӳреҫҫӗ.
Нумаях пулмасть Вӑрмар районӗнчи Чулкаҫ тӑрӑхӗнчи культура ӗҫченӗсем, вулавӑшра вӑй хуракансем, «Ҫӑлкуҫ» вокал ансамблӗ уй-хире тухнӑ. Агитбригада вырмара тӑрӑшакансем патне чӑваш тумӗ тӑхӑнса пынӑ.
Уйра ӗҫ хӗрсех пынӑ. Ҫапах ӗҫчен халӑхӑн концерт курма вӑхӑт тупӑнатех. Агитбригада «Порфирьев» фермер хуҫалӑхӗнче юрласа ташланӑ. Ыттисемпе пӗрле хӑй Олег Порфирьев та тар кӑларса ӗҫленӗ. Хуҫалӑхра тыр-пулӑн ҫуррине пухса кӗртнӗ ӗнтӗ.
Малалла агитбригада склада ҫул тытнӑ. Унта ҫамрӑксем тырӑ типӗтнӗ. «Артистсем» ҫитсен вӗсем те сывлӑш ҫавӑрса илме ларнӑ. Каччӑсем чӑтса ларайман — хӑйсем те ташша тухнӑ. Вырӑсла тата чӑвашла юрӑсем ахаль те ӗҫчен халӑха тата вӑйлӑрах тӑрӑшма вӑй хушса хӑварнӑ.
Сӑнсем (13)