Муркаш район администрацийӗн ял хуҫалӑх пайӗ пӗлтернӗ тӑрӑх ҫӑвӑн 13-мӗшӗ тӗлне районта пурӗ 12 270 гектар ҫӗр лаптӑкне ҫурхи тыр-пул тата пӑрҫа йышши культурӑсем акса пӗтернӗ. Ку вӑл планласа хунин 96,2% шутланать. Ҫав шутра 2 591 га — ҫурхи тулӑ, 4 561 га — урпа, пӑрҫӑ йышшисем — 48 га. «Ударник» хуҫалӑхра кукуруза лартма тытӑннӑ — 10 гектар лартнӑ та ӗнтӗ.
3 325 гектар лаптӑкра пӗлтӗр лартнӑ кӗрхи тыр-пул вырӑнне акма тивнӗ (районӗпе пурӗ кӗркунне акса хӑварнӑ тырӑ 3 944 гектар лаптӑкӗнче (60%) пӗтнӗ).
Муркаш районӗнчи хуҫалӑхсен ытларахӑш пайӗ ҫӗрулми лартма та тытӑннӑ ӗнтӗ — пурӗ 615 гектар лартнӑ. Ку вӑл палӑртнинчен 31%. Районта ҫавӑн пекех пӗтӗмӗшле 1080 гектар пӗр ҫулхи курӑк акнӑ, 32 гектар — ҫарӑк тавраш, 14 гектар пахча-ҫимӗҫ лартнӑ.