Вӑрнар районӗнчи Чӑрӑшкас Хирлеп ялӗнче ҫамрӑксене чӑвашсен йӑли-йӗркипе паллаштарма тӑрӑшаҫҫӗ. Ялти клубра унпа ҫыхӑннӑ тӗрлӗ мероприяти йӗркелеҫҫӗ.
Унта ҫара кайма хатӗрленекенсем чӑвашсен ӗлӗкхи йӑли-йӗркипе паллашаҫҫӗ, салтак юррисене юрлама, ташлама вӗренеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех сцена ҫинче салтака ӑсатнине евӗрлесе кӑтартаҫҫӗ. Халӗ вӗсем районти Акатуя хутшӑнма хатӗрленеҫҫӗ.
Шел те, халӗ чылай йӑла-йӗрке ӗлӗкхинчен уйрӑлса тӑрать. Салтака та халӗ унчченхи пек ӑсатмаҫҫӗ. Ӗлӗк салтак ялти кашни ҫурта кӗрсе тухнӑ, ӑна шурӑ алшӑлли ҫакса янӑ. Мӗн чухлӗ нумайрах вӑл — ҫавӑн чулӗ ҫӑмӑлрах пулӗ салтакра. Юлашкинчен салтак килӗнче сӗтел хушшине пухӑннӑ. Вӑрнарсем халӗ те салтак ӑсатнӑ чухне салтак пӑтти пӗҫереҫҫӗ иккен. Ҫав кун тӗлне сӑра та вӗретеҫҫӗ.
Ӗлӗк салтак ҫула пуҫтарӑнсан килтен ҫурӑмпа тухнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ, тӑванӗсем сӗтел хушшинче ларса юлнӑ. Ку — салтака кӗтсе илнине пӗлтернӗ. Салтак ялтан тухсан е каҫӑ урлӑ каҫсан тимӗр укҫасем пенӗ.
Сӑнсем (11)