Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Вӗренни йӑтса ҫӳрес ҫӗклем мар.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Волейболла выляса ҫӗнтерчӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 15.04.2010 11:14 | 2186 хут пӑхнӑ
Шӑмӑршӑ шкулӗ
Шӑмӑршӑ шкулӗ

Шӑмаршӑ шкулӗн спорт пӳлӗмӗнче район шайӗнчи волейбол ӑмӑртӑвӗ иртрӗ, унта организацисенчи, учрежденисенчи, предприятисенчи ушкӑнсем тата ҫавӑн пекех районти ял командисем хутшӑнчӗҫ. Спорт ӑмартӑвне Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 65 ҫул ҫитнӗ ятпа ирттерчӗҫ.

Пурӗ 8 ушкӑн хутшӑнчӗ — кашни хӑйне кура вӑйлӑ, кашни хӑйне кура ӑста.

3-мӗш вырӑншӑн кӗрешнӗ вӑйӑра район администрацийӗн команди (ертӳҫи Денисов Н.) ҫӗнтерчӗ — вӗсем тытӑҫура Мишер Палтиел шкулӗн ушкӑнне ҫӗнтерчӗҫ. Мишер Палтиел шкулӗн вӑйӑҫисен командирӗ Сорокин Р. Тӑрӑшрӗ пулин те, тӑваттӑмӗш вырӑна ҫеҫ йышӑнма пултарчӗҫ.

Мала вара «Васан» ушкӑн (командирӗ Гордеев Ю.) тухрӗ — вӗсем район администрацийӗн ушкӑнне ҫӗнтерчӗҫ.

Ҫӗнтерӳҫӗсене парнесемпе тата район администрацийӗн вӗрентӳ, ҫамрӑксен политикипе культура уйрӑмӗн грамотипе чысларӗҫ.

Ял тӑрӑхӗсенчи ушкӑнсенчен чи матуррисем Васансем пулчӗҫ. Иккӗмӗш вырӑна Карапай Шӑмӑршӑри ушкӑн йышӑнчӗ, виҫҫӗмӗшне — Шӑмӑршӑ ял тӑрӑхӗн ушкӑнӗ. Мишер Палтиел ял тӑрӑхӗн ушкӑнӗ вара — тӑваттӑмӗш кӑна.

Предприяти, организаци тата учрежденисенче ӗҫлекенсенчен йӗркеленнӗ ушкӑнсене илес пулсан вырӑнсене ҫапла пайларӗҫ: 1-мӗш вырӑн — район администрацийӗн ушкӑнӗ; 2-мӗш вырӑн — Мишер Палтиел шкулӗ, 3-мӗш вырӑн — Шӑмӑршӑн район пульници, 4-мӗш вырӑн — «Ёлочка» ГУЗ РДПТС (куҫармарӑм — ҫак саспаллисем ӑшне вӗсем тем шуйтанне кӗртсе тултарнӑ...).

#Шӑмӑршӑ районӗ, #Шӑмаршӑ, #спорт, #волейбол, #Мишер Палтиел, #Васан

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем