Вилӗмсӗр «Нарспи» поэма авторне халалласа Елчӗк районӗнчи Кӗҫӗн Таяпари вулавӑшра «К. Иванов — чӑваш поэзийӗн ҫӑлтӑрӗ» ятпа пысӑк курав йӗркеленӗ. Унта классикӑн кӗнекисемпе, пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе, ун ҫинчен тӗрлӗ писатель хакласа, тишкерсе ҫырнӑ хайлавсемпе паллаштараҫҫӗ.
Ҫавӑн пекех вулавӑшра ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ хастар вулаканӑн Вениамин Кудряшовӑн «Вилӗмсӗр «Нарспи» поэмӑри сӑнарсем» ятлӑ ӳкерчӗксен куравне те йӗркеленӗ. Ӳнерҫӗ библиотекӑпа чылайранпа туслӑ ҫыхӑну тытать. К.Иванов ҫулталӑкӗ пулнине шута илсе никам хистемесӗрех хайхискер алла хутпа кӑранташ тытнӑ иккен. Хӑй ӗҫӗсенче вӑл Петр Сизов художник ӳкерчӗкӗсене тӗпе хунӑ.
Вулавӑшра «Нарспи» поэмӑри сӑнарсене чӗртсе тӑратнӑ. Вӗсен авторӗсем — Кӗҫӗн Таяпара пурӑнакан Нина Михайлова, Анна Савинова, Маргарита Галкина тата Александра Козлова.