Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӳркевлӗх ӳкерет, пите пӗҫертет; хастарлӑх хӑтарать, чапа кӑларать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: «Ирӗклӗх» троллейбуссенче чӑваш чӗлхи кунӗ ячӗпе саламлать

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 22.04.2015 09:12 | 1569 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш чӗлхи кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫак уява халалласа «Ирӗклӗх» пӗрлешӳ Шупашкарти троллейбуссенче салам хучӗсене вырнаҫтарнӑ. Вӗсем ҫак транспортра ҫак эрне хушшинче ҫакӑнса тӑрӗҫ — акан 20-мӗшӗнчен пуҫласа 26-мӗшӗччен.

Уйрӑммӑн каласа хӑварас пулать — салам хучӗ ҫине чӑваш сӑвӑҫисен чӑваш чӗлхине халалланӑ сӑввисене вырнаҫтарнӑ. Чӑвашла пӗлекен кашни ҫын вӗсене троллейбусра вулама пултарать.

«Ирӗклӗх» — чӑваш чӗлхине аталантарас тата сыхласа хӑварас енӗпе ӗҫлекен общество пӗрлӗхӗ. Вӗсем ҫак акцисем ирттернипе палӑрнӑ: «Кунта чӑвашла та калаҫатпӑр» стикерсем ҫыпӑҫтарнипе, тӗрлӗ кӑтартмӑшсене чӑвашла куҫарса вырнаҫтарнипе (т-х: «Кайиччен ҫутта сӳнтерӗр») тата ыт. те. Пӗрлӗх час-часах тӗрлӗ учрежденисене чӑваш чӗлхипе усӑ курма сӗнекен ҫырусем ҫырать.

#транспорт, #Ирӗклӗх, #Шупашкар, #троллейбуссем, #Чӑваш чӗлхи кунӗ, #уявсем, #чӑваш чӗлхи

 

Комментари:

gtnh // 5059.3.5746
2015.04.22 16:39
Маттур, тӑвансем! Турӑ вӑй патӑр сире,усӑллӑ ӗҫӗрте!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем