Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.9 °C
Кӑмӑла кура кӑмӑл.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: ЧНК аксакалӗсене тӗнчери лару-тӑру пӑшӑрхантарать

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 18.04.2015 15:07 | 1063 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Чӑваш наци конгресӗн президиумӗ черетлӗ ларӑва пухӑннӑ. Ларӑва яланхиллех ЧНК Президенчӗ Николай Угаслов ертсе пынӑ. Вӑлах кун йӗркинчи ыйтусемпе паллаштарнӑ май «Кӗмӗл сасӑ» конкурс-фестивале хатӗрленес ӗҫ-хӗл мӗнле пынине, К.В. Иванов ҫулталӑкӗнче конгресс мӗнлерех ӗҫсем туни тата малалла мӗн палӑртнине, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи чарӑннӑранпа 70 ҫул ҫитнине уявлассипе ЧНК мӗнлерех ӗҫсем туни тата малалла мӗн палӑртни тишкерессине пӗлтернӗ.

«Кӗмӗл сасӑ» фестиваль пикри каласан, кӑҫал унта Мурманск, Иркутск хулисенчен, Пушкӑрт Республикинчен тата ытти регионти чӑвашсем хутшӑнма хатӗррине пӗлтернӗ. Аякран килнӗ ҫамрӑк юрӑҫсене пурӑнма вырнаҫтарасси, апатлантарасси тата ытти йӗркелӳ ыйтӑвӗсене татса памалла.

ЧНК Президенчӗн ҫумӗ Валерий Клементьев конгресӑн комитечӗсем хастар пулнине каланӑ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ» комитет, акӑ, Кӳкеҫри Бичурин музейӗнче анлӑ лару ирттернӗ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ тата паянхи литература» темӑпа та кӑсӑклӑ тӗлпулу пулнӑ-мӗн.

ЧНКн вӗренӳпе ӑслӑлӑх комитечӗ йӗркеленипе пӗтӗм регионсенчи чӑваш ачисем хушшинче «Ҫӗнӗ ятсем уҫатпӑр» конкурс хӗрӳ пырать иккен. Ачасен сӑввисемпе эссисем, ӳкерчӗкӗсем конгресс адресӗпе кашни кунах килеҫҫӗ-мӗн. Кун пирки президиум пайташӗ Геронтий Никифоров каласа панӑ.

ЧНК «Чӑваш ялӗ» комитет пуҫарнипе «Силпи-2015» фестивале вара ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче Пушкӑртстанри К. Иванов ҫуралнӑ тӑрӑха кайсах ирттерме палӑртать. Унта пӗтӗм регионтан 600 ытла хастар чӑваш пухӑнасса шанаҫҫӗ. Кун пирки президиум ларӑвӗнче ку комитет ертӳҫи Эдуард Бахмисов уҫӑмлатнӑ.

Аслӑ Ҫӗнтерӗве уявламалли мероприятисене те конгресс ҫителӗклех палӑртнӑ. Кӗҫех ЮТВ телеканалпа «Чӑваш хӗрарӑмӗ» комитет хатӗрленӗ «Лар, ветеран, юнашар» телекӑларӑм эфира тухмалла, Валерий Клементьев пуҫарнипе ыркӑмӑллӑх концерчӗ те ирттнӗ, пуҫтарнӑ нухратне Асӑну стелли уҫма янӑ. Ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Шупашкар хулин администрацийӗпе калаҫса татӑлса вӑрҫӑ ветеранӗсене чыслас, Ҫӗнтерӳ уявне палӑртас тӗллевпе питӗ анлӑ мероприяти йӗркелес шухӑшлӑ ЧНК пайташӗсем.

Президиум ларӑвӗнче Ваттисен Канашӗн ертӳҫи Василий Шадриков ку комитет чӑваш халӑхне чӗнсе каланин проекчӗпе паллаштарнӑ. Юлашки вӑхӑтра тӗнчери лару-тӑру тата экономикӑри кризис ҫивӗчленнишӗн пӑшӑрханнине палӑртаҫҫӗ иккен аксакалсем.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/352.html
 

Комментари:

Пасар // 4117.51.7078
2015.04.20 10:07
Чӑваш аксакал темест, ШУР СУХАЛ темелле.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем