Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -12.7 °C
Мухтаннӑ сунарҫӑ мулкачӑ тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: ЧНКн Муркашри уйрӑмӗн ларӑвӗнче чӑваш чӗлхи пирки калаҫнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 13.04.2015 10:13 | 1162 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Нумаях пулмасть Чӑваш наци конгресӗн Муркашри уйрӑмӗ лару ирттернӗ. Унта ҫивӗч ыйтусене хускатнӑ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ростислав Тимофеев ҫамрӑксен политикин пайне ку таранччен ача пахчисенче миҫе мероприяти чӑвашла ирттернине тишкерме хушнӑ.

Ларура чӑваш чӗлхине аталантарас ыйтусене пӑхса тухнӑ. Сӑмах май, ларӑва та чӑвашлах ирттернӗ. Шел те, юлашки вӑхӑтра ашшӗ-амӑшӗ ачисемпе килте вырӑсла калаҫма тӑрӑшни сисӗнет. Ку ларӑва хутшӑннисен чунне ыраттарнӑ.

Ростислав Тимофеев ача пахчисенче мероприятисене чӑвашла ирттерсен икӗ мулкача тытма май пуррине палӑртнӑ: ачасем хӑйсем те чӑвашла калаҫма вӗренеҫҫӗ тата ҫакна ашшӗ-амӑшне хӑнӑхтараҫҫӗ. Пуслӑх мероприятисене Константин Ивановпа ҫыхантармаллине те аса илтернӗ.

Зоя Юрьевна та ачасем вырӑсланса пынине палӑртнӑ. Районта 25 шкултан 24-шӗнче наци программипе вӗрентеҫҫӗ. Вӑл К.Иванов ҫулталӑкне халалласа ирттермелли мероприятисен планне ҫирӗплетнине пӗлтернӗ.

Ростислав Тимофеев районти вулавӑшсенче чӑвашла кӗнекесем мӗн чухлӗ пулнипе кӑсӑкланнӑ. Пуҫлӑх кун валли район хыснинчен 100-150 пин тенкӗ тупассине пӗлтернӗ. Ара, Чӑваш Енре К.Иванов ҫулталӑкӗ-ҫке. Ростислав Николаевич кун валли документсем хатӗрлеме хушнӑ.

#ЧНК, #Муркаш районӗ, #чӑваш чӗлхи, #ача пахчисем, #вӗренӳ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем