Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: "Хыпарҫӑсем" Каҫал тӑрӑхӗнче пулнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 10.04.2015 20:22 | 926 хут пӑхнӑ
Республикӑра

«Хыпар» Издательство ҫурчӗ районсене тухса ҫӳрес йӑлана малалла тӑсать. Нумаях пулмасть калем ӑстисем Комсомольски районне ҫитнӗ.

Хыпарҫӑсем культура керменӗнче хаҫат-журнал тусӗсемпе тӗл пулнӑ, тӗрлӗ ыйтусене сӳтсе явнӑ.

Каҫалсем тӗлпулу кӑсӑклӑ та тухӑҫлӑ иртни пирки ӗнентереҫҫӗ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Михаил Афанасьев чи малтанах район хаҫатне «Каҫал ене» тата «Хыпара» алла илнине пӗлтернӗ.

«Хыпар» ИҪ директорӗ-тӗп редакторӗ Валери Туркай «Хыпара» содержани енчен пуянлатнине, дизайнне улӑштарнине, унта тӗрлӗ ыйту хускатма тӑрӑшнине каласа кӑтартнӑ. Вӑл «Хыпар» хаҫат кашни килтех пулмалли пирки ҫирӗппӗн каланӑ.

Тӗлпулура К.Осокина, В.Вахтеркина юрӑҫсем юрӑсемпе илемлетнӗ.

Сӑнсем (7)

 

Комментари:

Ырми-канми // 2893.87.2713
2015.04.11 08:25
Хех, эсир мӗншен республика пуҫлӑхне Комсомольски район пуҫлӑхӗ туса хунӑ? Михаил Игнатьев кӑҫалхи суйлавра ҫӗнтереймесен тен, Комсомольски тӑрӑхне ертсе пыма килӗшӗ-и, кам ӑна пӗлет. Туркай сӗнсен - килӗшет пуль))))))
2015.04.11 11:12
Аçтахар Плотников
Асӑрханӑшӑн тав. Вӑт ҫапла пирӗн хыпарҫӑсем (хыпар ҫыракансем) — йӑнӑш тумасӑр пултараймаҫҫӗ хӑш чухне.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем