Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче (вӑл кун эрнекуна лекет) Шупашкарти «Mega Galaxy» ятлӑ культурӑпа кану центрӗнче «Чӑваш пики-2010» ӑмӑртӑвӗ иртӗ. Кӑҫал вӑл 4-мӗш хут пулӗ.
Ӑмӑртӑва пурӗ 17-25 ҫулхи 13 хӗр хутшӑнӗ. Йӗпреҫ, Канаш, Комсомольски, Патӑрьел, Сӗнтӗрвӑрри, Тӑвай, Хӗрлӗ Чутай, Шупашкар, Элӗк районӗн пикисем пулӗҫ. Шупашкар хулинчен те пӗр хӗр хутшӑнӗ.
Ӑмӑртуҫӑсен чи хитре, чи маттур, чи сӑпайлӑ, чи ӗҫчен пике вырӑнне йышӑнма хӑйсене тӗрлӗ енчен кӑтартма тивӗ — чӑваш халӑх йӑли-йӗркисемпе ун кун-ҫулне те пӗлмелле, чӑваш тумне тӑхӑнса хӑйсен илемне те кӑтартмалла, пултарулӑхпа та палӑрмалла. Ӑмӑрту вӗҫӗнче вӗсен тата жюрие чӑвашсен апат-ҫимӗҫӗпе хӑналамалла. Паллах, хӑйсем хатӗрленӗскерпе, лавккара туяннипе мар.
Мала тухнӑ хӗр пӗтӗм Раҫҫей шайӗнчи «Чӑваш пике» ӑмӑртӑва хутшӑнӗ — унта вара ытти регисонсенчи пикесемпе тупӑшса маттурлӑха кӑтартма тивӗ. Ӑмарту Шупашкарта (иртӗ ҫулсенче Мускавра ытларах иртетчӗ) кӑҫалах иртӗ.
Ӑмӑрту йӗркелекенӗсем: Чӑваш наци конгресӗ, ҫамрӑксен «Хастар» перлешӗвӗ, ТМЯО «Сиес» (тӗп директор — Н.М. Герасимов).
Ӳкерчӗкре — ӑмӑртӑва хутшӑнакан Арсентьева Ольга Веняминовна (Шупашкартан).
настись // 8701.8.7738
2010.03.12 22:41 | |
питĕ лайăх | |
