Ӗнер, нарӑсӑн 21-мӗшӗнче, пӗтӗм тӗнче тӑван чӗлхе кунне паллӑ турӗ. Ку уява ЮНЕСКО 1999 ҫулта иртнӗ 30-мӗш Генераллӑ канашлӑва пӗтӗмлетнӗ май ҫирӗплетнӗ, 2000 ҫулхи нарӑсӑн 21-мӗшӗнче вара пӗрремӗш хут уявланӑ. Уява чӗлхесен тата культурӑсен нумайенлӗхне упраса хӑвармашкӑн йӗркеленӗ. Ку уява йышӑннине ПНО-н Тӗп Ассамблейи те ырланӑ, хӑйӗн шутне кӗрекен пайташ-патшалӑхсене тӗнчери пур чӗлхесене те хӳтӗлеме тата вӗсене упраса хӑварма чӗнсе каланӑ.
ЮНЕСКО ку уява тунӑ май тӗнчери ҫухалма пултаракан чӗлхесем епле пурӑннине тишкерме тата вӗсене пӗтесрен пулӑшма шутлать.
ЮНЕСКО шучӗпе ҫитес вӑхӑтра тӗнчери 6 пин чӗлхерен ҫурри таран ҫухалма пултарать — чӗлхене пӗлекен, калаҫакан юлашки ҫынсем вилме пултараҫҫӗ.
2009 ҫулхи пӗтӗмлетӳпе ЮНЕСКО Раҫҫейри 136 чӗлхен пуласлӑхӗ япӑххине палӑртнӑ, вӑл шутра — чӑваш чӗлхин те.
Чӑваш чӗлхине ҫӑласси, ӑна аталантарасси — кашни чӑвашӑн тивӗҫӗ. Чӑваш ята илнӗ ҫыннӑн хӑйӗн чӗлхине май килнӗ таран упраса хӑварма тӑрӑшмалла (аха, ачисене чӑвашла вӗрентме майсем тупмалла, тӑрӑшмалла), ӑна аталантарассипе ӗҫлемелле. Вара эпир пӗтмӗпӗр, вырӑссем хушшинче сапаланса каймӑпӑр, хамӑр ята XXII ӗмӗре те ҫитерӗпӗр.