Хӗллехи XXII Олимп вӑййисене тата XI Паралимп хӗллехи вӑййисене пӗлтӗр лайӑх ирттернишӗн Чӑваш Енри тӳре-шарана медальпе чысланӑ. Ӑна влаҫра ӗҫлекенсен спартакиади вӑхӑтӗнче тыттарнӑ. Юбилей медальне ҫӗршыв Президенчӗн хушӑвӗпе Шупашкар хула пуҫлӑхне Леонид Черкесова тата Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхне Георгий Егорова панӑ.
Ӑмӑртӑва Кӳкеҫри «Улӑп» спортпа сывлӑх центрӗ ҫумӗнчи вӑрмана пуҫтарӑннӑ. Спорт тумне тӑхӑннӑ тӳре-шара хальхинче йӗлтӗр сырса ӑмӑртнӑ.
Кӑҫалхипе XIV хут иртекен спартакиадӑна республикӑри министерствӑсемпе ведомствӑсем, федерацин влаҫ органӗсен территорири уйрӑмӗсем тата районсемпе хуласен администрацийӗсем хӑйсен ушкӑнӗсене хутшӑнтарнӑ.
Спартакиадӑн тӗллевӗ пирки каланӑ май ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн ертӳҫи Юрий Васильев ку ӑмӑртӑва сывлӑха ҫирӗплетес, физкультурӑпа спортпа туслаштарас, сывӑ пурнӑҫ йӑли-йӗркине сарас тӗллевпе ирттернине палӑртнӑ.
Спартакиада пӗтӗмлетӗвӗ ҫапларах. Патшалӑхӑн влаҫ органӗсем хушшинче пӗрремӗш вырӑна ЧР Финанс министерстви тухнӑ, иккӗмӗшӗнче – ЧР Ял хуҫалӑх министерстви, виҫҫӗмӗшӗнче – ЧР Элтеперӗн Администрацийӗ. Федераци структурисенчен Налук службин республикӑри управленийӗ ҫӗнтернӗ, иккӗмӗшӗнче – Роскомнадзор управленийӗ, виҫҫӗмӗшӗнче – казначейсем.
Сӑнсем (62)