Нумаях пулмасть Мускав ҫывӑхӗнчи Шуколово хулинче, Леонид Тягачевӑн йӗлтӗр клубӗн базинче, хӗрсемпе каччӑсен хушшинче фристайл енӗпе Раҫҫей первенстви пулнӑ. Унта Чӑваш Республикинчи икӗ спортсмен хутшӑннӑ.
Вӗсем иккӗшӗ те — Олимп резервӗсен ачасемпе ҫамрӑксен 2-мӗш спорт шкулӗн вӗренекенӗсем Роман Марквальд тата Никита Павлов.
15 ҫулти Роман Марквальд пӗрремӗш кунӗнчех ӑнӑҫлӑ ӑмӑртнӑ. Вӑл — Раҫҫей спорт мастерӗн кандидачӗ. Валерий Васильев тренер патӗнче ӑсталӑхне туптаканскер «ски-кросс» тупӑшура ҫӗнтерме пултарнӑ. Чӑваш каччи Челябинск облаҫӗнчи тата Красноярск енӗнчи вӑйлӑ спортсменсене хыҫа хӑварса финиша пӗрремӗш ҫитнӗ.
Роман Марквальдшӑн ку — пӗрремӗш пысӑк ҫитӗнӳ. Унччен вӑл республика шайӗнче иртнӗ ӑмӑртусенче ҫеҫ ҫӗнтернӗ.