Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗнче улшӑну пулнӑ. Олимп чемпионки Елена Николаева ЧР Патшалӑх Канашӗн социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсем енӗпе ӗҫлекен комитетӑн председателӗ пулса тӑнӑ.
ЧР Спорт министерствин пресс-релизӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, унӑн кандидатурине ЧР Патшалӑх Канашӗн черетлӗ 28-мӗш сессинче ҫирӗплетнӗ.
Аса илтерер: Елена Николаева — хӑвӑрт утас енӗпе Раҫҫей тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ, Олимп вӑййисен чемпионки тата кӗмӗл призерӗ, ҫуллахи Олимп вӑййисен кӗмӗл призерӗ. Ҫавӑн пекех вӑл ЧР Патшалӑх Канашӗн виҫҫӗмӗш тата тӑваттӑмӗш суйлавӗн депутачӗ те, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин Чӑвашри уйрӑмӗн пайташӗ.
Agabazar // 2672.28.9097
2015.02.13 19:34 | |
Унччен Краснов марччӗ-и-ха? Ӑҫта кайса кӗнӗ Пёттӑр Ҫтаппанччӑ? Е вӑл урӑх комитетра-и? | |
ял ачи // 4277.62.6492
2015.02.15 12:19 | |
Йӑнӑш информаци. Николаева - Комитет председателӗн ҫумӗ. Председателӗ Красновах. |