Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Пере пӗлмен ал туйи пуҫа килсе вӑрӑнать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Лаш Таяпасем Василий Эктел ҫуралнӑранпа 60 ҫул ҫитнине паллӑ тума хатӗрленеҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 27.01.2010 18:59 | 2257 хут пӑхнӑ

Нарӑс уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Василий Эктел ҫыравҫӑ, художник ҫуралнӑранпа 60 ҫул ҫитет. Шел те Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫак кунччен пурӑнса ҫитереймерӗ, вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗчӗ.

Василий Эктел Лаш Таяпа ялӗнче 1950 ҫулта ҫуралнӑ. Шкултан вӗренсе тухсан И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш педагогика институчӗн ӳнерпе графика факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Ун хыҫҫӑн вӑл нумай ҫул Елчӗк районӗн архитекторӗ пулса ӗҫленӗ. Каярахпа Шупашкарти телевиденинче, «Ялав» тата «Пике» журналсен илемлӗх редакторӗ пулса ӗҫленӗ. Ҫырас пултарулӑхне вӑл 1970-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче кӑтартрӗ — хаҫат-журналсенче унӑн хайлавӗсем пичетлене пуҫларӗҫ. Паллӑрах кӗнекисем: «Лили», «Сӑвӑр ҫырми», «Ҫӗре тӑнлатӑп», «Шавкӑн», «Пархатар», «Юлашки хӗрлӗ ҫутӑ ташши».

 

Лаш Таяпасем пултаруллӑ ҫыравҫа тата художнике манмаҫҫӗ — унӑн юбилейне тивӗҫлӗн ирттерме хатӗрленеҫҫӗ.

Мероприятисем нарӑсӑн 25-мӗшӗнчех пуҫланаҫҫӗ: К.В. Иванов ячӗллӗ литература музейӗнче ҫыравҫӑ пултарулӑхне ҫутатакан курав уҫӑлать (14 сехетре); педагогика университетӗнче ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртӗ (15 сехетре). 16 сехет ҫурӑра вара савӑнӑҫлӑ концерт пуҫланмалла. Ӑна М.Н. Яклашкин ертсе пырӗ.

Нарӑсӑн 27-мӗшӗнче вара асӑну мероприятисем ытларах Елчӗк районӗнче иртӗҫ. 8 сехет ҫурӑра Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче паллӑ ҫыравҫӑсем, художниксем, ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем, юрӑ-ташӑ ӑстисем, спортсменсем тата ҫавӑн пекех тӑванӗсемпе ҫыравҫӑн юлташӗсем пухӑнса Елчӗк районне ҫул тытӗҫ.

12 сехетре ялти культура керменӗнче республика шайӗнчи «Кӗрешӳ» пуҫланать. Тепӗр ҫур сехетрен Лаш Таяпа ҫӑви ҫинче асӑну митингӗ иртӗ.

13 сехет те ҫурӑра халӑх ҫыравҫӑ ҫуралнӑ ялӗнчи шкулӑн акт залӗнче пухӑнӗ — кунта пултарулӑх каҫӗ иртӗ. Унтах «Елчӗк Ен» ентешлӗхӗн литература премийӗн лауриачӗсене палӑртӗҫ.

16 сехетре мероприятисем ялти культура ҫуртне куҫӗҫ — кунта Чӑваш академи капеллин солисчӗсем савӑнӑҫлӑ концерт парӗҫ. Хӑйсен пултарулӑхӗсемпе ҫавӑн пекех «Янташ» эстрадӑпа фольклор ушкӑнӗ, Елчӗк культура ҫуртӗнче ӗҫлекен «Варкӑш» ансамблӗн арисчӗсем кӑтартӗҫ.

#Елчӗк районӗ, #Лаш Таяпа, #ЧППУ, #пултарулӑх каҫӗсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем