Федерацин наркотикӑн саккунлӑ мар ҫаврӑнӑшӗпе кӗрешекен службин Ҫӗпӗрти юридици институчӗ ҫамрӑксене унта вӗренме кӗме май пурри пирки пӗлтерет.
Унта абитуриентсене икӗ тӗрлӗ направленипе хатӗрлеҫҫӗ иккен, «Наци хӑрушсӑрлӑхне право тӗлӗшӗнчен тивӗҫтересси» тата «Право сыхлавӗн ӗҫ-хӗлӗ». Кирек хӑш енпе кайсан та «юрист» квалификацие алла параҫҫӗ. Унта та, кунта та пилӗкшер ҫул вӗренмелле.
Вӗренме ямалли кандидатсене ашшӗ-амӑшӗ правӑна сыхлакан органсенче тӑрӑшнине кура суйларах панине пӗлтереҫҫӗ. Призывпа ҫар хӗсметӗнче тӑнисене, 2014–2015 ҫулсенче саппаса янисене те ытларах кӑмӑллаҫҫӗ.
Ҫӗпӗре вӗренме каяс текенсен Наркотӗрӗслевӗн республикӑри управленийӗн кадрсемпе тата воспитани ыйтӑвӗпе ӗҫлекен пайӗпе ҫыхӑнса ыйтусене уҫӑмлатма май пур. Телефон номерӗ — 8(8352) 23-01-17.