Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Ҫӑла ан сур, шывне хӑвах ӗҫӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Театр артисчӗсем юрлаҫҫӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 16.01.2015 18:43 | 1126 хут пӑхнӑ
Культура

Чӑваш Енӗн Театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвӗ «Драма театрӗсен актерӗсем юрлаҫҫӗ» республикӑри конкурсне ирттернӗ. Икӗ ҫулта пӗрре йӗркелекен мероприятие хальхинче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче пухӑннӑ.

Конкурса драма театрӗсен, пуканесен, ҫамрӑксен театрӗнче ӗҫлекенсем хутшӑнаяҫҫӗ. Кашни конкурсант музыка программи е композици хатӗрлеме пултарать. Анчах 2 номертен ытла пулмалла мар. Артистсем дуэтпа та, триопа та, квратетпа та, уйрӑмшар та юрлаяҫҫӗ. Жанрне тата аккомпанементне хӑйсене суйлама ирӗк параҫҫӗ. Ҫулне те пӑхмаҫҫӗ. Конкурса йӗркелекенсем ҫапах та хӑйне евӗр тӗллев те лартнӑ-ха, кашни номер вӗҫленнӗ театр хайлавӗ пулма тивӗҫ.

Конкурса саккӑррӑн хутшӑннӑ. Вӗсем хушшинче солистсем те, ушкӑнсем те пур. Вӗсем тӗрлӗ темӑллӑ юрӑсене чӑвашла та, вырӑсла та, акӑлчанла та шӑрантарнӑ.

Тӳре йышне Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченне Ольга Нестерована (вӑл — тӳресен председателӗ) тата ытти паллӑ ҫынна кӗртнӗ.

Пӗрремӗш вырӑна К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх драма театрӗн артисчӗ Анна Кудряшова йышӑннӑ. Ӑна 3 пин те 500 тенкӗ укҫан премипе тата дипломпа чысланӑ. Иккӗмӗш вырӑна тухнисен йышӗнче те асӑннӑ театр артисчӗ пур. Вӑл — Ирина Иванова. Иккӗмӗш вырӑнпа ҫавӑн пекех Вырӑс драма театрӗн артисчӗсем Оксана Ананьевапа Диана Яковлева тухнӑ. Вӗсене те дипломпа кӑна мар, укҫан та (2,5 пин тенкӗпе) чысланӑ. Виҫҫӗмш вырӑн йышӑннисене 2 пиншер тенкӗ лекнӗ. Кунта Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗ Ирина Архипова тата Вырӑс драма театрӗн артисчӗ Исмаил Махмутов палӑрнӑ. Клнкурса хутшӑннӑ ытти артиста та хавхалантарнӑ. 1000 тенкӗ укҫа Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗ Виталий Сергеев тата Чӑваш патшалӑх сӑнавлӑ театрӗн артисчӗ Ольга Степанова лекнӗ. Конкурса хутшӑннӑ Ҫамрӑксен тетарӗн тепӗр артистне Алевтина Семенована дипломпа йӑпатнӑ.

#театрсем, #оперӑпа балет театрӗ, #конкурссем, #академи драма театрӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем