Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Тиркекене тирӗк тӗпӗ лекет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Сывлӑх: Тӗллевлӗ вӗреннӗ хыҫҫӑн яла таврӑнман тухтӑрсенчен укҫа шыраса илмелле

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 02.12.2014 17:34 | 1147 хут пӑхнӑ
Сывлӑх

Федераци шайӗнче йышӑннӑ ҫак программа 2012 ҫултанпа пурнӑҫланма тытӑнчӗ. Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев ертсе пынипе ӗнер правительство пайташӗсемпе ирттернӗ канашлура ку программа республикӑри ялсене епле пулӑшнине те сӳтсе явнӑ.

Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталану министрӗн ҫумӗ Татьяна Богданова ялсене ҫавӑнтанпа 239 врач ӗҫлеме кайнине пӗлтернине эпир ӗнер хыпарланӑччӗ. Аса илтеретпӗр, ялти сиплев учрежденийӗсене специалистсемпе комплектлассине 16,6 процент таран ӳстерме май килнӗ-мӗн. Тухтӑрсенчен чылайӑшӗ Канаш, Патӑрьел, Шупашкар тата Муркаш районӗсенчи сиплев учрежденийӗсем тӑрӑх сапаланнӑ. Вӗсем хӑш-хӑш районта ҫитменни пирки те эпир пӗлтернӗччӗ.

Тӗллевлӗ вӗрентме кӑҫал 9 интернпа килӗшӳ алӑ пуснӑ. Интернатура пӗтернӗ хыҫҫӑн вӗсен ялти сиплев учрежденийӗсенче ӗҫлеме тивӗҫ. Тӗллевлӗ вӗренекенсем яла таврӑнмасан вӗсене ӑс парса тӑкакланнине каялла тавӑрса илмеллине палӑртса хӑварнӑ.

#сывлӑх, #тухтӑрсем, #пульницасем, #Канаш районӗ, #Патӑрьел районӗ, #Шупашкар районӗ, #Муркаш районӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем