Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Ҫилсӗр ҫирӗк тӑрри те хумханмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: «Ирӗклӗх» ЧР Конституцине ҫӗнӗрен йышӑнма ыйтать

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 30.10.2014 16:42 | 1074 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

«Ирӗклӗх» общество Чӑваш Ен тӳри-шарине республикӑн ҫӗнӗ Конституцине йышӑнма ыйтнӑ. Ҫав шутра — чӑвашла та.

Чӑвашла ҫырнӑ ҫырӑва общество юпан 28-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата Патшалӑх Канашӗн председателӗ Юрий Попов патне янӑ. Унта демократиллӗ, тӗп халӑх прависене хисеплекен республикӑсенче ӗҫ докуменчӗсене тата саккунсене патшалӑхӑн пӗтӗм чӗлхипе йышӑнмаллине палӑртнӑ. Хастарсем Чӑваш Енре чӑваш тата вырӑс чӗлхисем пулнине аса илтернӗ.

«Шел, 2000 ҫулхи чӳкӗн 30-мӗшӗнче республикӑн ҫӗнӗ Конституцине йышӑннӑ чухне вырӑсла версийӗ ҫеҫ юридици вӑйне илнӗ», — тенӗ ҫырура. «Ирӗклӗх» шухӑшӗпе, ку — «Чӗлхесем ҫинчен» регион саккунне пӑсни.

ЧР Конституцийӗн чӑвашла версийӗ пур, анчах унӑн юридици вӑйӗ ҫук. Хастарсем шухӑшланӑ тӑрӑх, кунашкал лару-тӑрура Конституци чӑвашла калаҫакан халӑхӑн прависене хӳтӗлеме пултараймасть.

Ҫавна май «Ирӗклӗх» Чӑваш Республикин ҫӗнӗ Конституцине йышӑнма, чӑвашла версине юридици вӑйӗ пама ыйтать. Ку усӑсӑр пулсан общество ыйтӑва РФ Конституци судне яма палӑртать.

«Ирӗклӗх» общество председателӗ Дмитрий Степанов ӑнлантарнӑ тӑрӑх, халӗ Чӑваш Енре патшалӑх чӗлхисенчен пӗрине питӗ хӗсӗрленӗ. Чӑвашла калаҫма кӑмӑллакансем Конституцин чӑвашла версийӗпе саккун пек усӑ курма пултараймаҫҫӗ-мӗн.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1963.html
 

Конституцие чӑвашла йышӑнмалла-и?

Вырӑслипе йышӑнни те ҫитет
Маншӑн пурпӗрех
Икӗ патшалах чӗлхипе те йышӑнмалла
Калама пултараймастӑп
Паллах, кирлӗ

Комментари:

Migulaj // 3567.81.9202
2014.10.31 18:52
Чăваш республикин Конституцийĕ чăваш чĕлхипе пур-и? Эпĕ çакна ăнлантăм: Чăваш республикин Конституцийĕ ют чĕлхепе пур, чăваш чĕлхипе çук. Е эпĕ йăнăшатăп?
Migulaj // 3567.81.9202
2014.10.31 19:00
Акапасар эсĕ мана каллех тытрăн. Маттур. Эсĕ чăн-чăн коммунист.
2014.10.31 19:41
Аçтахар Плотников
Кунта — куçару. / Куçаруçă çапла çырчĕ те ытлашшиех тĕкĕнмерĕм. Анчах текстра унта çĕнĕрен йышăнма ыйтни пур.

Конституци чăвашла пур. Анчах унăн юридици вăйĕ çук — вăл куçару кăна (куçаруçăн варианчĕ). Чăвашли та юридици вăйне илтĕр тесен вара унăн чăвашла текстне çирĕплетес пулать (юридицире кашни сăмахăн хăйĕн йĕрки тата вырăнĕ пур).
Migulaj // 3567.81.9202
2014.10.31 21:22
Чăваш республикин Конституцине чăваш чĕлхипе ăçта курма пулать? Чăваш республикин Конституци юридици вăйĕ ют чĕлхепе-им?
2014.10.31 21:24
Аçтахар Плотников
Agabazar // 1554.68.6322
2014.10.31 21:58
Agabazar
Конституцин çеç мар, Республика шайĕнче тухакан ытти документсен те , чăвашла версисен, юридици вăйĕ çук.

Ун пеккисене "Хыпар" хаçат чăвашла куçарса купи-купипе пичетлесе кăларать. Анчах та вĕсем ниме тăман пустуй япаласем çеç. Кут шăлма çеç юрăхлă теме пулать.

Конституцин чăвашла куçăрăвĕ ("сумри" мар, тӳре-шарасен сайтĕнчи) кăнтăрла уçăлатчĕ, халĕ темшĕн уçăлмасть.
Migulaj // 3567.81.9202
2014.10.31 22:17
Вара чăвашла çырнине ют чĕлхесем хушшине пытарма мĕнле тăмсайсем шутласа кăларнă? Тепĕр хут аса илтересшĕн: тĕнчере Конституцине тата ытти саккунсене чи малтан тăван чĕлхепе тăваççĕ. Ун хыççăн ытти чĕлхесемпе те тума юрать. Анчах та пĕрремĕш вырăнта тăван чĕлхе тăрать, ют чĕлхе мар.
Migulaj // 3567.81.9202
2014.11.01 11:04
Чăваш республикин Конституцине чи малтан чăваш чĕлхипе тумалла. Ун хыççăн ытти чĕлхесем çине те куçарма юрать.
Agabazar // 2202.11.7895
2014.11.01 12:13
Agabazar

Кунти стена тулнă, УРĂХ ÇЫРМА ÇУК



Капла та малтанхи икĕ комментари тухса ӳкнĕ. Çырасах тесен урăх тĕлте вырăн тупăр.

Ма каланине хăлхана чикместĕр, Микулай!!!!


Авă тата тепĕр комментари тухса ӳкрĕ сире пула!!!!!!! Кунта 10 штук çеç вырнаçать.
Migulaj // 3567.81.9202
2014.11.01 12:44
Чăваш республикинче Чăваш республикин Конституцине пăхăнмаççĕ-им? Мĕншĕн тесен Акапасар каланă тăрăх чăваш чĕлхипе çырнă Чăваш республикин Конституцийĕн юридици вăйĕ çук имĕш. Ку тĕслĕх Чăваш республикинче икĕпитлĕх пуррине кăтартать. Мана уншăн кунта яланах тулаççĕ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем