«Ҫыхӑнура» халӑх тетелӗнче РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн криминалистика уйрӑмӗ пулӑшнипе «Следствие преступление уҫӑмлатма пулӑш» ушкӑн уҫӑлнӑ. Ӑна vk.com/public76252984 адреспа тупма пулать.
Йӗркелӳҫӗсем преступлени пирки мӗн те пулин пӗлекенсене кун пирки систерме ыйтаҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне пабликра халӑх тетелӗнчи ҫынсем хӑйсен ыйтӑвӗсем тӗлӗшпе консультаци илме, Шупашкарта, Чӑваш Енре пулса иртекен ӗҫсем пирки пӗлме пултараҫҫӗ.
Ҫавӑн пекех ҫынсем тӗрлӗ сӑнӳкерчӗк, видео яма пултараҫҫӗ. Йӑлтах — анонимлӑ.
Migulaj // 3159.85.1671
2014.10.16 17:38 | |
"Преступлени" сăмаха чăвашла çырма сĕнни Акапасара кӳрентерни пулмасть-ши? |