Раҫҫейӗн Патшалӑх Думин Оборона енӗпе ӗҫлекен комитечӗн пайташӗ Алексей Журавлев («Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти) ҫара ҫулталӑкра пӗр хутчен кӑна илсе кайма сӗнет иккен. Хальхи вӑхӑтра вӑл ҫавӑн йышши саккун проектне хатӗрлет-мӗн.
Призыв вӑхӑтне ҫулталӑкра пӗрре кӑна йӗркелени ҫарта ҫамрӑксене аслисем хӗсӗрлессинчен сыхлама пулӑшать тата призывпа тӑкакланассине чакарать имӗш.
Аса илтеретпӗр, хальхи вӑхӑтра ҫара ҫуркунне тата кӗркунне илсе каяҫҫӗ. Унта 18-тан пуҫласа 28-а ҫитичченхисене пухаҫҫӗ. Служба вӑхӑчӗ — ҫулталӑк. Ку йӗркене 2008 ҫулта йышӑнчӗҫ. Ҫар прокуратури пӗлтернӗ ӑрӑх, уставпа пӑхман хутшӑнусен шучӗ ҫулсерен 15–20 процент чакать.
Маларах асӑннӑ комитетӑн тепӗр пайташӗн, Вячеслав Тетекинӑн (Коммунистсен партийӗ) шучӗпе кун пек саккун кӑларни укҫана перекетлеме кӑна пулӑшӗ. Либерал демократсен партийӗн комитечӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ Сергей Жигарев вара «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗпе пӗр шухӑшлӑ.