Чӑваш Ен Шупашкар ГЭСне хӑпартасшӑн. Ку ыйту тавра чылай тавлашрӗҫ. Халӗ черетлӗ проект хатӗр. Ӑна экологсене тӗпчемешкӗн парасшӑн.
Проектра станци тавралӑха сӑтӑр кӳрессипе ҫыхӑннӑ самантсене татса панӑ-мӗн. Халӗ проектировани уйрӑмлӑхӗ пирки тата шыв управӗн строительствипе ҫыхӑннӑ ыйтусен саккун проектне хатӗрлеҫҫӗ.
ЧР Хула строительствин министрӗ Олег Марков ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, шыв управне 68 метр таран хӑпартсан чылай ыйту татӑлать: карапсем ҫӳресси, экологи ыйтӑвӗ. Шыв шайӗ хӑпарсан е типӗ ҫанталӑк тӑрсан та халӑх шар курмӗ-мӗн. Халӑха электроэнергипе тивӗҫтермелли тепӗр ҫӑлкуҫ та пулать иккен.
2013 ҫулта ирттернӗ пухура вара Мари Эл ҫыннисем шыв управне хӑпартассине хирӗҫ пулнине кӑтартнӑ. Вӗсен шухӑшӗпе, экономика тӗлӗшӗнчен ку тухӑҫлӑ пулнине ҫирӗплетмен, экологи лару-тӑрӑвӗ мӗнле пуласси те паллӑ мар.