Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Мӗн акнӑ, ҫав шӑтать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Медведев килнӗ ҫӗре Кировра чукун ҫула асфальтласа лартнӑ тет

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 15.05.2009 18:16 | 1943 хут пӑхнӑ

Пысӑк хӑнасем килнӗ самант вырӑнти влаҫсемшӗн яланах пӑлхӑнуллӑ самант — вӗсене кӗтсе илме тӗмпӗн хатӗрленеҫҫӗ: сумлӑ ҫынсем иртмелли вырӑнсене тирпейлеме тӑрӑшаҫҫӗ. Ытларах чухне ӗҫӗ ытла нумай пулнӑран ӗҫе пӗтӗмӗшле тумаҫҫӗ, курӑнакан вырӑнсене ҫеҫ юсаҫҫӗ, ҫӗнетеҫҫӗ. Ак маларах Путин Шупашкара килнӗ чухне унӑн вырӑнти пӗр шкула ҫитсе курмалла пулнӑ тет. Вӑл килнӗ ҫӗре шкулӑн пӗрремеш хутри пур алӑка та юсаса тухнӑ тет, ытти хутри алӑксене ҫаплипех хӑварнӑ — Путин (ун чухне вӑл президент пуканне йышӑннӑччӗ) унта хӑпармасть тенӗ. Ку ӗҫ тахҫанах пулса иртнӗ, хальхинче пире вара тин ҫеҫ Медведев Кирова килсе кайни кӑсӑклантарать. Хӑнана кӗтсе илме вӑхӑт нумай юлман чухне яланах мыскараллӑ ӗҫсем пулса иртеҫ. Хальхинче те ҫапла ӗҫсем пулса иртнӗ: Медведев иртсе каймалли ҫул ҫинче чукун ҫула асфальтласа хунӑ тет (сӑнӳкерчӗкре курма пултаратӑр). Ку ҫеҫ те мар — асфальт айне канализаци люкӗсем те лекнӗ тет.

Киров хулин коммуникаци предприятийӗн пӗр ӗҫтешӗ ҫапла каласа панӑ тет: «Ӗҫе ытла та хӑвӑрт тума тиврӗ — канализаципе чукун ҫул ӑҫта иртнине шыраса тӑма вӑхӑт пирӗн пулман. Президент кайсан чавса кӑларӑпӑр — асфальтне ҫӳхе хутӑмӑр.»

«Коммерсант» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх килӗшӳсӗр ӗҫсем хулара тата та пур: пӗр урамра рабочисем васканипе ҫула икӗ еннелле те кайма май пур пек палӑртса тухнӑ — унччен машинсем пӗр еннелле ҫеҫ кайма пултарнӑ, кӑна ҫул знакӗ те ҫирӗплетет.

Медведев кайсан Кироври пӑлхануллӑ самант иртсе кайӗ ӗнтӗ, пурнӑҫ хӑй юхӑмне вырнаҫӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

#Киров облаҫӗ, #ҫул-йӗр, #хӑнасем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем