Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -10.7 °C
Ырӑ сӑмах ылтӑнтан хаклӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Википедин чӑваш уйрӑмӗнчи статья шучӗ 10 000 иртрӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 07.04.2009 09:23 | 7198 хут пӑхнӑ

Википедин чӑваш уйрӑмӗнчи статья шучӗ 10 пинрен иртрӗ. Ӗнер, акан 6-мӗшӗнче 10 пинӗмӗш статья ҫырӑннӑ — вӑл Хайдеггер Мартин ятлӑ нимӗҫ философӗ ҫинчен пулчӗ.

Википеди — пӗтӗм тӗнче шайӗнчи ирӗклӗ энциклопеди. Ӑна пурте тултарма, тӳрлетме пултараҫҫӗ. Чӑваш уйрӑмӗ 2005 ҫулхи ака уйӑхӗнче аталанма пуҫланӑ. Ҫак пӗтӗм тӗнче шайӗнчи проектра пурӗ 260 ытла чӗлхе уйрӑмӗ пур, вӗсенчен 13 уйрӑмӗ тӗрӗк чӗлхисен шутне (чи пысӑк уйрӑм — турккӑсен, унта 125 пин ытла статья тупма пулать) кӗрет. Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсен уйрӑмӗсем те пур: тутар (3,7 пин), удмурт (400 патнелле), пушкӑрт (430), ҫармӑс, мӑкшӑ (300 ытла), ирҫе (700 патнелле) уйрӑмӗсем.

Эсир те пирӗн чӑваш уйрӑмне ҫӗнӗ статьясемпе тултарма, пуррисене анлӑлатма пултаратӑр! Ыттисем тӑвасса ан кӗтӗр, хӑвӑр ӗҫлесе пӑхӑр. Чӑваш калашле, куҫ хӑрать те ал тӑвать!

#чӑваш чӗлхи, #Википеди, #ҫитӗнӳсем, #сайтсем

 

Комментари:

Victor // 2243.43.1742
2009.04.07 22:24
Victor
Маттурсем. Хам пулăшаймастăп. Ĕçĕршĕн тав!
Анонимла // 1321.95.8132
2009.04.13 20:00
Эпĕ те юлашки вăхăтра сайра кĕретĕп. Ĕнер кун пек ÿсĕмшĕн савăнса икĕ статья хушрăм. Пирĕнтен кашниех пĕрер статья çырсан тата та аван пулмалла та...
2009.04.14 19:05
тусăмсем пĕлеççĕ
маттуртан маттурсем... Эпĕ темшĕн юлашки вăхăтра тăтăшах кĕрейместĕп... ĕçĕршĕн ТАВ та ПУÇ!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем