Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Нумайне чӑтнине сахалне чӑт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: «Ҫавал ҫӑлкуҫӗ» туслӑх фестивалӗ вӗҫленнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 10.08.2014 11:57 | 1489 хут пӑхнӑ
Культура

Ҫӗмӗрле районӗнчи Тӑван ялӗнче ӗнер регионсем хушшинче иртнӗ «Ҫавал ҫӑлкуҫӗ» туслӑх фестивалӗ вӗҫленнӗ. Унта Чӑваш Енри, Чулхула облаҫӗнчи, Мӑкшӑ Республикинчи фольклор ушкӑнӗсем хутшӑннӑ.

Аса илмешкӗн: фестиваль пӗрремӗш хут кунтах, Мӑн Ҫавал пуҫланнӑ ҫӗрте, иртнӗ. Юханшыв республикӑри 6 районта юхса иртет, унтан Атӑла кӗрет. Туслӑх фестивалӗ халӑх йӑлине сыхласа хӑварма пулӑшать.

Кӑҫалхи фестиваль программи пуян пулнӑ. Республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен килнӗ пултарулӑх ушкӑнӗсем вӑйӑ картине тӑнӑ. Кун хыҫҫӑн Ҫӗмӗрле район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Лев Рафинов, Тӑван ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владимир Савельев тухса калаҫнӑ, халӑха пысӑк ҫак уяв ячӗпе саламланӑ. Тӳре-шара вӑхӑт иртнӗҫемӗн ҫынсем унчченхи йӑла-йӗркене тавӑрма талпӑннине палӑртнӑ.

Уяв вӑхӑтӗнче алӗҫ ӑстисен куравӗ йӗркеленнӗ. Хӑнасене ӗлӗкхи чӑвашсен пурнӑҫӗ пирки каласа кӑтартакан этнографи ялӗ кӑсӑклантарнӑ. Фестиваль пурне те савӑк кӑмӑл парнеленӗ, туслӑха ҫирӗплетнӗ.

#Тӑван, #Ҫӗмӗрле районӗ, #Ҫавал ҫӑлкуҫӗ, #фестивальсем, #культура, #Чулхула облаҫӗ, #Мӑкшӑ Республики, #Мӑн Ҫавал, #Атӑл

 

Комментари:

Migulaj // 1902.46.6840
2014.08.10 18:18
Мĕн сăлтав пирки сăнӳкерчĕкĕнче ют чĕлхепе çырнине çеç вулама пулать?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем