Кӑҫалхи иккӗмӗш кварталта Чӑваш Енре ҫурт-йӗр 2,5 процент хакланнӑ. Унӑн пӗр тӑваткал метрӗшӗн вӑтамран 42 656 тенкӗ кӑларса хума тивнӗ. Унчченхи кварталта вӑл 2,5 процент йӳнӗрех тӑнӑ. 2013 ҫулхи тӑваттӑмӗш кварталпа танлаштарсан хак 4,9 процент хӑпарнӑ.
Вӑтам пахалӑхлӑ шутланкан хваттерӗн пӗр тӑваткал метрӗ 35 570 тенкӗ тӑнӑ, лайӑхлатнӑ пахалӑхлин — 45 680 тенкӗ, элитӑллин — 47 513 тенкӗ.
Иккӗмӗшле пасарти (кунта ҫӗнӗ мар ҫурт-йӗр кӗрет) хваттерӗн пӗр тӑваткал метрӗ кӑҫалхи иккӗмӗш кварталта 41 874 тенкӗ тӑнӑ.