Патӑрьел районӗнчи Кивӗ Катекре пурӑнакан Анастасия Михайловна Исаева паян 105 ҫул тултарнӑ. Ӑна сумлӑ юбилейпе саламлама тӑванӗсем, вырӑнти чиновниксем килнӗ, общество организацийӗн элчисем, социаллӑ служба ӗҫченӗсем килнӗ.
Хӑнасем кинемее ҫирӗп сывлӑх, ырлӑх суннӑ, тав ҫырӑвӗпе чысланӑ, парнесемпе, чечексемпе савӑнтарнӑ.
Анастасия Михайловна 1909 ҫулта ултӑ ачаллӑ ҫемьере ҫуралнӑ. Вӑл – иккӗмӗш ача. Унӑн шӑллӗсем, йӑмӑкӗ те нумай пурӑннӑ – 98 ҫулчченех. Анастасия Михайловна ялти Михаила качча тухнӑ, пӗрле тӑватӑ ывӑлпа икӗ хӗре ӳстернӗ. Анастасия Михайловна ялта ӗҫлесе ӗҫ ветеранӗн ятне тивӗҫнӗ.
Шел те, упӑшки тата пӗр ывӑлӗ ҫӗре кӗнӗ. Упӑшки 56 ҫулта фронтри сурансене тата контузие пула ҫӗре кӗнӗ.
Анастасия Михайловна I ушкӑн сусӑрӗ, вал 15 ҫул каялла пачах курма пӑрахнӑ. Патӑрьел район администрацийӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, районта тӑватӑ ҫын 100 ҫулхи юбилене уявланӑ. Ҫурла уйӑхӗн вӗҫенче тепӗр кинемей 100 ҫул тултарӗ.