Юлашки кунсенче ҫанталӑк уяр тӑмасть-ха. Ҫапах та ял хуҫалӑх предприятийӗсем май килнипе выльӑх-чӗрлӗх апачӗ хатӗрлесе хӑварма тӑрӑшаҫҫӗ. Элӗк районӗнче те ҫак енӗпе ҫине тӑраҫҫӗ. Хальлӗхе унта нумай ҫул ӳсекен курӑксене 2 пин гектар ытла ҫулнӑ. Ку вӑл – планпа пӑхнин ҫурринчен кӑшт ытларах. Утӑ 2115 тонна хатӗрлеме палӑртнинчен 1270 тонна янтӑланӑ. Сенажа элӗксем 7711 тонна хатӗрлесшӗн. Ӑна хальлӗхе 3 пин тоннӑна яхӑн хурса хӑварнӑ.
Выльӑх апачӗ хатӗрлессипе «Новый Путь» кооператив ӗҫченӗсем малта пыраҫҫӗ. «Авангард», «Правда», «Алмаз» хуҫалӑхсем те – лайӑх ӗҫлекенсен шутӗнче.