Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш Енӗн Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерстви хӑйӗн сайтӗнче ҫынсем ӑҫта пурӑнма кӑмӑлланипе кӑсӑкланнӑ. Асӑннӑ ведомствӑн сайтне кӗрекенсене «Сирӗн уйрӑм ҫуртра е нумай хваттерлинче пурӑнас килет-и?» ыйтӑва хуравлама ыйтнӑ.
Ыйтӑма хутшӑннисенчен 74 проценчӗ уйрӑм ҫуртра пурӑнасшӑн. Анчах ахаль-махальлинче мар. Ҫуртра ҫутӑ, шыв пултӑр, канализаци тата коммуналлӑ ытти услови те кирлӗ.
Уйрӑм ҫуртра тӗпленес текенсенчен кун пек шухӑш патне 10 проценчӗ экологи тӗлӗшӗнчен таса вырӑнта пурӑнас килнипе пырса тухнӑ.
Ыйтӑма хутшӑннисенчен 12 проценчӗ хваттерте пурӑнасшӑн, мӗншӗн тесен вӗсене ял пурнӑҫӗ илӗртмест. Хваттерех чун туртнине 3 проценчӗ ҫурта тытса тӑрас тата юсас енӗпе нумай тӑрӑшмалла маррипе сӑлтавланӑ.
