Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Кивви ҫӗннине упрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Афиша: Каҫалсем ипподрома чӗнеҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 23.06.2014 06:57 | 1599 хут пӑхнӑ
Афиша

«Чӑваш Республикинчи лаша спорчӗн пӗр центрӗ Патӑрьел районӗнче вӑйлӑ аталаннӑ. 1968 ҫултанпа ҫав районти юртӑ лашасем нумай конкурс, чупу ҫӗнтерỹҫисем пулнӑ. Совет Союзӗн, Раҫҫейӗн ипподромӗсенче малти вырӑнсене сахал мар ҫӗнсе илнӗ», — тесе пӗлтереҫҫӗ Комсомольски район администрацийӗнче.

Анчах Каҫал енче те ҫитӗнӳсем пур. Сӑмахран, 1981 ҫулта «Затейник» юртӑ лаша Патӑрьелӗнчи ипподромра 21 лаша хушшинче 1-мӗш вырӑна тухнӑ. Ҫав лаша Г.Ф. Волков ертсе пынӑ хуҫалӑхран пулнӑ. Ҫавӑн пекех З.Ш. Заргиров хуҫалӑхӗнчи «Гораций» юртӑ лаша 2006 ҫулта ҫӗршывӑн тӗрлӗ ипподромӗнче палӑрнӑ. Районти ытти хуҫалӑх лашисем те сахал мар конкурсра ҫӗнтернӗ, кашни ҫулах Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке ялӗнчи лаша спорчӗн республикӑри «Камай уйӗ» уявне хутшӑннӑ. Унта пӗрре кӑна мар «Урожай», «Красный маяк» хуҫалӑхсен лашисем палӑрнӑ, парнесене тивӗҫнӗ.

Кӑҫал та Республика кунӗнче, ҫӗртмен 24-мӗшӗнче, районти ипподромра пысӑк уяв, юртӑ лашасен чупӑвӗ, куравӗ пулать. Ҫак спорта кӑмӑллакансене программӑпа паллашма сӗнеҫҫӗ:

12:30–13:30 сехетре джигитсене курса киленме пулӗ;

13:30–14:30 сехетре пирвайхи чупусем, юртӑ лашасем ӑмӑртӗҫ;

14:30–14:40 сехетре вырӑнти ӑратлӑ лашасем «Ял джигичӗсем» чупура вӑй виҫӗҫ;

15:00–15:10 сехетре мала тухайман, 6, 7, 8, 9, 10 вырӑнсем йышӑннӑ юртӑ лашасен чупӑвӗ пулӗ;

15:20–15:30 сехетре малтанхи чупура 1–5-мӗш вырӑнсене тухнӑ лашасен финал ӑмӑртӑвӗ иртӗ.

Ипподромра Патӑрьелӗнчен, Чӗмпӗр облаҫӗнчен, Тутарстантан килнӗ юртӑ лашасен чупӑвӗпе киленме май пулӗ.

#чупу, #Комсомольски районӗ, #Республика кунӗ, #уявсем, #ипподром, #Патӑрьел районӗ, #Чӗмпӗр облаҫӗ, #Йӗпреҫ районӗ, #Пучинке, #Камай уйӗ, #Тутарстан

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем