Ҫӗршыв чиккисене хураллакансене халалласа Хӗрлӗ Чутайри фонтан патӗнче патшалӑх чиккин тӗп символне — чикӗ юпине — лартнӑ. Вӑл — чӑн-чӑнни пекех. Ӑна калӑпӑшне, тӗсне, ӳкерчӗкне пӑхса хатӗрленӗ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнче хӑй вӑхӑтӗнче Тӑван ҫӗршывӑн чиккине ҫӗр ҫинче тата шыв ҫинче хуралланӑ арҫын нумай пурӑнать. Шӑпах вӗсем ҫак юпана лартма сӗннӗ. Расхутне те хӑйсем ҫине илнӗ.
Хӗрлӗ Чутайри ҫак юпа вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче ҫӗршыв чиккине хураллакансене манма памӗ, ҫак ӗҫре тӑрӑшнисене пӗрлештерӗ.
Стелӑна Чикӗ хуралҫисен кунӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫма палӑртнӑ.