Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Уйӑх ҫути — ҫул ҫути, хӗвел ҫути — кун ҫути.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял пурнӑҫӗ: Паллӑ председателе асра тытса

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 21.05.2014 22:33 | 1761 хут пӑхнӑ
Ял пурнӑҫӗ

Красноармейски районӗнчи Тусай ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Чӑваш АССР тата РСФСР тава тивӗҫлӗ агрономӗ Александров Вячеслав Александрович (20.05.1929–05.10.2005) пурнӑҫӑн ытларах пайне Етӗрне районӗнчи Кӑкшӑм ялӗнче пурӑнса ирттернӗ.

Ӗмӗр тӑршшӗпех колхозра ӗҫленӗ, малтан Тусай ялӗнче колхоз ӗнисене ҫулталӑк хушши пӑхнӑшӑн медаль илме тивӗҫлӗ пулнӑ, унтан ял хуҫалӑх институтӗнчен вӗренсе тухсан агрономра тӑрӑшнӑ — малтанах Тинӗсҫум енӗнче, унтан Етӗрне районӗнче. 16 ҫул хушши агрономра тӑрӑшнӑ хыҫҫӑн ӑна «Заветы Ильича» колхоз председателӗн пуканне шанса параҫҫӗ, хуҫалӑх ертӳҫин ҫӑмӑл мар лавне вӑл мӗн пенси ҫине тухичченех 17 ҫул хушши туртнӑ. Колхоз территорийӗнчи чӑн-чӑн хыр вӑрманӗсем халӗ уй-хире илем кӳреҫҫӗ, мӗн чухлӗ йывӑҫ ларттарнӑ вӑл ертсе пынипе! Ял хушшине асфальт сарнӑ, культура, автовокзал ҫурчӗсем, колхозниксемпе специалистсем валли ҫӗнӗ ҫуртсем ҫӗкленӗ. Колхоз районта кӑна мар, республикӑра та малтисен шутӗнче пулнӑ. Сӑмах май колхозӗ халӗ те арканса кайман. Сывлӑхӗ хавшанине пӑхмасӑрах Вячеслав Александрович Кӑкшӑмри шкулта музей уҫса йӗркелесе хӑварчӗ. Унӑн кӑкӑрне икӗ орден тата чылай медаль илемлететчӗ. Пурӑннӑ пулсан ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче вӑл 85 ҫул тултарнӑ пулӗччӗ.

Ҫак ятпа район сайчӗ ҫинче архив материалӗсем тӑрӑх чуна тивмелли материал вырнаҫтарнӑ. Кӑкшӑм шкулӗнче паян ӑна асӑнса шкул ачисемпе тӗлпулу йӗркелерӗҫ. Александровӑн кӗҫӗн хӗрӗ Пӗрҫырланта тата Кӑкшӑмра биологи тата хими учителӗнче тӑрӑшакан Константинова Валентина Вячеславовна ашшӗн кун-ҫулне йӗрлесе сӑнӳкерчӗксем тӑрӑх хӑтлав (презентаци) хатӗрленӗ. Вӑлах пухӑннӑ хӑнасене нумай ҫул ӳсекен чечексем парнелерӗ, Вячеслав Александрович ячӗпе шкул пахчинче Хӗрлӗ кӗнекене кӗнӗ 4 тӗрлӗ чечек тата темиҫе сайра тӗл пулакан тӗмӗсем лартассине йӗркелерӗҫ.

Пухӑннисем умӗнче Вячеслав Александрова асӑнса Кӑкшӑм ял тӑрӑх пуҫлӑхӗ Константин Михайлов, 7-мӗш бригада бригадирӗнче нумай ҫул хушши вӑй хунӑ Ольга Петрова, Кӑкшӑм библиотекарӗ Зинаида Изоркина, шкул директорӗ Валентина Корчева, культура ҫурчӗн ӗҫченӗсем Еленӑпа Александр Шаровсем, Нина Арестова тата Вячеслав Александрович тӑванӗсем Раиса Бельская, Галина Зотова, Ирина Григорьева, Людмила Александрова чылай ӑшӑ сӑмах каларӗҫ. Ырӑ кӑмӑллӑ, ир пуҫласа каҫченех колхоз уйӗсем тӑрӑх чупни сая кайман, колхозра пысӑк тухӑҫлӑ тырпул туса илнӗ, колхозниксен ӗҫ укҫи те самаях ӳснӗ. Сцена ҫинче те вылянӑ, купӑс та каланӑ, пыл-хурт ӑсти пулнӑ, профсоюз председателӗнче чылай ҫул хушши тӑрӑшнӑ, ревизи комиссин председателӗ пулнӑ, ватӑсен канашне ертсе пынӑ,шкулта кӗтнӗ хӑна пулнӑ, шкулта Хӗл мучи пулса ачасене премӗк-канхветпа савӑнтарнӑ, фотоаппаратпа сӑнӳкерчӗксем тума та вӑхӑт тупнӑ, Васса Анисимовнӑпа пилӗк ача ҫуратса пурне те аслӑ пӗлӳ илме пулӑшнӑ. Хаҫат-журналпа туслӑ ҫыхӑну тытнӑ, хӑй те «Торф — паха им-ҫам» ятлӑ кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ. Мухтава тивӗҫлӗ ҫӗр ӗҫченӗн — «Хисеплӗ колхозникӑн» тата «Хисеплӗ председателӗн» — ӗҫне вырӑнти халӑх малалла тӑсать.

#Етӗрне районӗ, #Кӑкшӑм, #Пӗрҫырлан, #Красноармейски районӗ, #Тусай, #тӗлпулусем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем