Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Нумай та пӗтет, сахал та ҫитет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Ямашра «Туслӑх кӑшӑлӗ» фестиваль иртнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 19.05.2014 15:11 | 1736 хут пӑхнӑ
Культура

Нумаях пулмасть Ҫӗрпӳ районӗнчи Ямаш ял тӑрӑхӗнче «Туслӑх кӑшӑлӗ» фольклор фестивалӗ иртнӗ. Кунта кунашкалли пӗрремӗш хут иртнӗ. Концерт умӗн мӗн пур ушкӑн Виҫҫӗмӗш Вӑрманкасси ялӗ патӗнче вырнаҫнӑ Илларион асапҫӑн ҫветтуй ҫӑлкуҫӗ патне ҫитнӗ.

Фестиваль театрализацилесе утассинчен пуҫӑннӑ. Уява республикӑри 7 районти 9 ушкӑн хутшӑннӑ. Праҫник йӗркелӳҫисем — Ямаш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Юрий Тимофеев, Ҫӗмӗрле районӗнчи Тӑванкасси ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владимир Васильев, ҫак районти Егоркино ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Валерий Григорьев ку уяв республикӑри халӑх пултарулӑхне аталантарма пулӑшнине палӑртнӑ.

Уявра чи малтанах «Ямаш» фольклор ансамблӗ сцена ҫине тухса чӑваш юррисем шӑрантарнӑ. Унтан Ҫӗмӗрле районӗнчи «Шанчӑк» фольклор ушкӑнӗ юрланӑ. Вӗсем хыҫҫӑн — Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи «Кунер» халӑх фольклор ушкӑнӗ, ҫак районти «Шӳлкеме» халӑх фольклор ушкӑнӗ, Элӗк районӗнчи «Шурӑмпуҫ» фольклор ансамблӗ, Муркаш районӗнчи «Сурпан» вокал ансамблӗ, Ҫӗмӗрле районӗнчи «Тӑванлӑх» фольклор ушкӑнӗ, Етӗрне районӗнчи «Сӑр ен» халӑх фольклор ушкӑнӗ, Вӑрнар районӗнчи «Шурӑмпуҫ» халӑх фольклор ушкӑнӗ.

Сӑнсем (34)

#Культура ҫулталӑкӗ, #Ҫӗрпӳ районӗ, #Ямаш ял тӑрӑхӗ, #Ҫӗмӗрле районӗ, #Тӑванкасси ял тӑрӑхӗ, #Егоркино ял тӑрӑхӗ, #Сӗнтӗрвӑрри районӗ, #Элӗк районӗ, #Муркаш районӗ, #Етӗрне районӗ, #Вӑрнар районӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем