Тĕлĕк


Тухрăм эпĕ урама —

Куртăм унта «НЛО»

Хăрамарăм эп унран

Чупса пытăм çывăха.

 

Сиксе тухрĕç «шапасем»,

Ярса тытрĕç те мана

«Халь каятăн пирĕнпе!» —

Хушса хучĕç çак чунсем.

 

Кайрăм вĕçсе вĕсемпе,

Куртăм тĕрлĕ тĕнчене.

Чунĕсене уçаймарăм,

Ăнланмарăм пурнăçне.

 

Хăраса çак чунсенчен

Тарма тытăнтăм чупсах.

Çывăх сасă эпĕ илтрĕм

— Айта! Шкула каймалла!

 

Вăранса эп кайрăм халĕ,

Куртăм аннен сăн-питне.

Тин ăнлантăм-çке хампа эп

Тĕлĕкре çак пулнине.

 

Савăнса сиксех эп тăтăм

Тек аташмăп тĕлĕкре

Çак хăрушă «чĕрчунсем»

Танлашаймĕç çынсемпе.

Çавăн пекех пăхăр

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Admin (2008-12-03 22:03:43):

Ку тĕлĕк мана килешрĕ. Эп сăвă хаклама пĕлместĕп — тен сăвви ку япăх та пулĕ, çапах та вырăн пама юрăхлă тесе шутлатăп :).

 

Андрей (2008-12-04 05:30:26):

Сăввин теми лайăх, анчах якатсах çитереймен.Васканă пулмалла автор.Пуçласа çыракана мухтас-ха.

Чĕлхе илемлĕхĕ: чаплах   мар | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: вăтам

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: