Пуласлăхри хăнасем
Хĕвел пайăрки Миша питне ачашларĕ. Арçын ача хăрах куçне уçрĕ те сехет çине пăхса илчĕ. Çиччĕ çеç çитет иккен. Çапах та унăн тăмаллах. Амăшĕпе ашшĕ ирех ĕçе кайнă, килти ĕçсене пуçтармалла. Миша апат çирĕ те кил картинелле тухрĕ. Картишĕнчи ĕçсене туса пĕтерсен пахчаналла çул тытрĕ. Амăшĕ сухан йăранĕсене çумлама каланăччĕ. Ача ĕçе пикенчĕ.
Хĕвел шăрантарса пăхать. Миша кăнтăрла çитнине сисмен те. Ирех апат çинĕ пулин те ача хырăм выçнине туймарĕ. Йăрансене çум курăкран тасатса пĕтерчĕ те канма тесе килне кĕрсе выртрĕ.
Миша çывăрса кайма çеç пуçланăччĕ, хăйне такам ятран чĕннипе куçне уçрĕ. Урама тухсан вăл хăйĕн çывăх тусĕсене курчĕ, Ленăпа Костя урама тухма чĕнеççĕ иккен ăна.
— Салам, Миша. Сана паян пĕртте курман. Мĕн туса ирттертĕн куна. — ыйтрĕ Лена.
— Кунĕпех пахчара ĕçлемелле пулчĕ, — хуравларĕ Миша. — Вера ăçта тата. Эсир ăна паян курнă-и.
— Вăл паян хулана кайнă пулас, — сăмах хушрĕ Костя та. — Халь пурпĕрех нимĕнле ĕç те тăвас çук, айтăр ун патне кайса килер. Тен, унăн çĕнĕ хыпарсем пур.
Ачасем юлташĕпе килĕшрĕç, шăкăлтатса Вера патнелле çул тытрĕç.
Калаçмалли яланах тупăнать туссен. Акă паян та çапла пуплесе пырсах Верăсен умне çитсе тăчĕç. Епле хитре-çке вĕсен умĕнче! Вера амăшĕпе тем тĕрлĕ чечек те лартать чӳрече умĕнчи пахчана. Çуллахи вăхăтра çеçкесем хăйсен илемĕпе куçа савăнтараççĕ.
Лена Верăна чĕнчĕ. Хĕр ача тусĕсене тахçантанпах кĕтет тейĕн, çил пекех вĕçтерсе тухрĕ.
— Ачасем, эп паян хулана кайнине пĕлетĕр ĕнтĕ эсир. Унтан килнĕ чух эпир вăрман витĕр тухрăмăр. Астăватăр-и, унта пысăк кӳлĕ пурччĕ. Эпĕ, утса ывăннăскер, ял патне çитеспе аннерен çырла çисе кăштах юлтăм. Хам та сисмен кӳлĕ патне пырса тухнине. Шывĕ тăп-тăрă. Кашни кунах шывĕ çапла тăрă унта. Айтăр ыран çавăнта шыва кĕме каятпăр, — пĕр чарăнми калаçрĕ хĕр ача.
Арçын ачасем пĕр шутласа тăмасăрах килĕшрĕç. Лена вара хурав пама васкамарĕ-ха:
— Унта çынсем тахçантанпах шыва кĕмеççĕ-çке. Çĕленсем те пур пуль-ха унта. Вăл кӳлле çынсем ырăпах асăнмаççĕ.
— Ахалех калаçаççĕ, ачисене унта шыва кĕме ярасшăн мар та. Эсĕ хăравçă марччĕ-çке, — килĕштересшĕн ачасем.
— Юрĕ. Ыран кăнтăрла иртсессĕн ял вĕçĕнче тĕл пулăпăр, — тинех килĕшрĕ хĕр ача.
Тата чылай калаçса тăчĕç вĕсем. Тĕттĕмлене пуçласан çеç килĕсене саланчĕç юлташсем.
Миша килнелле васкамасăр утрĕ. Каç çывхарса килет пулин те куршĕ ачисем урамра чупаççĕ-ха. Пĕчĕк чух çапла çав вăл, киле те кĕрес килмест, юлташсемпех выляс килет. Миша кун пек вăхăтран тухса пырать ĕнтĕ, нумаях пулмасть вун пиллĕк тултарчĕ. Юлташĕсем те унпа пĕр çултах, пĕр класра вĕренеççĕ, пĕр урамрах пурăнаççĕ. Мĕн пĕчĕкренех тăваттăшĕ туслă вĕсем. Пĕчĕк чух вылянисене аса илнĕ май Миша хăйсен умне çитсе те тăчĕ. Килне питĕ шăппăн кĕчĕ, сехет çинелле пăхса илчĕ. Тăхăр сехет çеç иртнĕ пулин те килте пурте çывăраççĕ. Кунĕпе ĕçре, палах, ывăнаççĕ ашшĕпе амăшĕ, кунсăр пуçне тата киле таврăнсан та ĕçлемелли тупăнать вĕсем валли. Миша вĕсене йывăр пулнине ăнланать, килти ĕçсене тума пулăшать. Ашшĕ-амăшне кулянтарас мар тесе шкулта та аван вĕренет.
Юратнă çыннисене вăратас мар тесе Миша шăпăрт кĕрсе выртрĕ, часах çывăрса та кайрĕ.
Ирхине хĕвел, Мишăна вăратас тесех пулас, çутă пайăркипе ача куçĕнчен çутатрĕ. Миша тутлă ыйăхран вăранчĕ, вырăн çине тăрса ларчĕ. Вун пĕр сехет çитет иккен. Мĕнле нумай çывăрнă-ха вăл паян. Ытти чухне ирех тăраканччĕ.
Арçын ача питне çурĕ, апат çирĕ. Картишне тухса чăхсене апат пачĕ. Анкартине кайса пăрушне шыв ĕçтерчĕ. Вăхăт иртнине сисмерĕ те вăл: вун иккĕ те çитрĕ. Шăрăх та-çке. Ача васкасах ял вĕçнелле утрĕ.
Юлташĕсем палăртнă вырăна çитсе те тăнă. Мишăна çеç кĕтеççĕ. Майĕпен вăрманалла утрĕç. Ачасем шăкăл-шăкăл калаçса пырсах вăрманти кӳлĕ патне çитсе тухрĕç. Епле аван кунти сывлăш! Кайăксем те чаплă юррисене шăрантараççĕ.
Туссем ăмăртмалла шывалла чăмрĕç. Шывĕ ăшă, тăп-тăрă. Ним хăрамалли те çук темелле.
— Каларăм сире кунта шыва кĕме аван пулать тесе. Лена, халĕ мĕн калăн. — ыйтрĕ Вера.
Лена никама та илтмест те, курмасть те тейĕн, кӳлĕ варринчен куçне илмест. Ачасем юлташĕ мĕн курнине пĕлес тесе çавăнталлах пăхрĕç. Авăр чавать иккен кӳлĕ варринче. Мĕнле авăр пулма пултартăр-ха кунта. Мĕнле майпа. Çил те çук. Тин çеç ним палли те çукчĕ-çке, кӳлĕ çийĕ тип-тикĕсчĕ. Ачасем ăнланса ĕлкĕриччен авăр пысăкланса та пысăкланса пычĕ, варринче — пысăк та тарăн шăтăк. Пурне те çавăрса кĕрсе кайрĕ. Ачасем тăнне çухатрĕç…
…Чи малтан Миша тăна кĕчĕ. Ăçта-ши вĕсем. Юнашарах Костя, Вера тата Лена выртаççĕ. Акă Костя куçне уçрĕ, вăл та Миша пекех, мĕн пулса иртнине ăнланаймарĕ-ха.
— Ăçта лекнĕ-ха эпир. — пĕлесшĕн пулчĕ Костя.
— Пĕлпестĕп… — пулчĕ хурав.
Чăнах та, вĕсем лекнĕ вырăн пĕрре те малтанхи таса, илемлĕ вăрман мар. Сип-симĕс кашласа ларакан йывăçсенчен тункатасем çеç ларса юлнă, хăшĕ-пĕри çеç тăлăххăн ларать, вĕсен те тураттисем хуçăк. Малтан кӳлĕ пулнă вырăнта — çӳп-çап пăрахмалли çырма пулса тăнă. Тĕпĕнче çеç кăштах шыв курăнать, вăл та пулин таса мар. Кайăксен çепĕç сасси вуçех илтĕнмест. Пĕчĕкренех курма хăнăхнă илемрен нимĕн те тăрса юлман…
Арçын ачасем çакна сăнанă вăхăтра Верăпа Лена та тăна кĕчĕç. Вĕсем те питĕ тĕлĕнчĕç. Хĕр ачасен пуçĕнче те çав ыйтăвах явăнчĕ. Арçын ачасем çине ыйтуллăн пăхса илчĕç, вĕсем те хуравне пĕлменнине ăнланчĕç.
Çапла чылайччен шухăша кайса тăчĕç туссем. Юлашкинчен Миша каларĕ:
— Эпир ăçта лекнине эпĕ, паллах, пĕлместĕп, анчах та кунта юлма юрамасть пирĕн, кам та пулин пулăшасса кĕтмелли те çук.
— Тĕрĕс калатăн, Миша, тĕрĕссипе, инçех те утас çук сирĕн, — илтĕнчĕ палламан сасă.
Ачасемшĕн ку кĕтмен çĕртен пулчĕ. Сас илтĕннĕ еннелле шикленсе пăхрĕç: пĕр йывăç тункати çинче шур сухаллă ватă старик ларать. Ачасем пĕр-пĕрин çине тĕлĕнсе пăхса илчĕç: тин çеç никам та çукчĕ-çке унта.
— Ан тĕлĕнĕр эсир, ачасем. Ман хыççăн утăр, йăлтах ăнлантарса парăп сире.
Старик ерипен тăчĕ те ватă юман патнелле утрĕ. Ачасем хăраса ӳкрĕç пулин те ватă çынран юлас мар терĕç. Ăçта каяс-ха вĕсен тата.
— Сире тахçанах кĕтеттĕм эпĕ, тинех кĕтсе илтĕм, — сăмахне пуçларĕ ват çын. — Эсир — пуласлăхра.
— Пулма пултараймасть! — сăмах хушмасăр чăтаймарă Лена.
— Çапах та эсир кунта, çавăнпа та ĕненмех тивет сирĕн. Асăрхарăр пуль — эсир курма хăнăхнă илемрен нимĕн те тăрса юлман. Миçе çул кайăксен чĕвĕлти сассине илтместĕп ĕнтĕ, — хурлăхлăн калаçрĕ старик.
Юман патне çитсессĕн усăнса аннă турат çине ларчĕ те чĕлĕмне туртса ячĕ. Шухăша путрĕ. Çапла кăштах ларсассăн малалла калаçрĕ:
— Çут çанталăк илемне эсир сыхласа хăвараятăр. Сиртен килет çак вăрманăн пуласлăхĕ. Упрăр тăван тавралăха. Ватă йывăçсене кассан çĕнни лартăр. Йывăç тураттисене ан хуçăр, кӳлле çӳп-çап пăрахса ан варалăр. Нумай çул иртсен те ку вырăнсем малтанхи пекех илемлĕ пулĕç вара. Çакна каласшăнччĕ те эпĕ сире. Килĕшетĕр-и эсир эпĕ вĕрентнĕ пек тума.
— Килĕшетпĕр! — пулчĕ хуравĕ.
— Эппин сире каялла килĕрсене яма та юрать. Сирĕн пек çирĕп чунлă çынсем кирлĕ те ĕнтĕ пуласлăхра. Эсир ман шанăçа тӳрре кăларасса ĕненетĕп.
Çак сăмахсене каласа ват çын туйипе сулса илчĕ…
…Ачасем кӳлĕ хĕрринче тăна кĕчĕç. Йĕри-тавра яланхилле илемлĕ.
— Сывпуллашса та ĕлкĕреймерĕмĕр… — кулянчĕ Вера.
Ачасем ял еннелле çул тытрĕç. Пĕри те сăмах хускатмарĕ, анчах кашнин пуçĕнчех пĕр шухăш явăнчĕ: тăван тавралăх илемĕпе тасалăхне сыхласа хăварас. Кашниех çутă пуласлăха ĕненчĕ, хăйĕн тĕллевĕ пирки шухăшларĕ…
Admin (2008-12-04 20:43:59):
Килешрĕ. Шухăшне лайăх уçса панă. Вырăна тивĕç ĕç.