Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Красноармейски тӑрӑхӗнчи Йӗпрем, Пӑрӑнтӑк тата Янмурҫин ялӗсенче пурӑнакан хастарсем Васнарти ҫӗнӗ кану ҫуртӗнче тӗл пулнӑ. Кун пирки «Ял пурнӑҫӗ» район хаҫачӗн ҫӗне номерӗнче пӗлтернӗ.
«Пӗр-пӗрин ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашма, малашлӑх тӗллевӗсене палӑртма» йӗркеленӗ мероприятие Красноармейски округӗн пуҫлӑхӗ Павел Семенов та хутшӑннӑ иккен.
Маларах асӑннӑ хаҫат хыпарланӑ тӑрӑх, «Васнарсем хӑйсен тахҫанхи ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртнине савӑнса пӗлтернӗ. Ял-йыш пӗрлехи вӑйпа тӗлпулу ҫуртне хута янӑ. Строительство ӗҫӗсене «Красноармейски округӗнчи чи лайӑх ял» конкурсра ҫӗнсе илнӗ грантпа пурнӑҫланӑ. Йӗпремсем кирек мӗнле ӗҫе пуҫӑниччен проект хатӗрлемеллине палӑртнӑ. Вӗсем грант илмелли майсене шырамалли вӑрттӑнлӑхсене уҫса панӑ, документсене тӗрӗс хатӗрлеме вӗрентнӗ».
