Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Кахал ҫине виҫ кун малтан ҫумӑр ӳкнӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вӗренӳ: IT-специальноҫсем валли тӳлевсӗр вырӑн — ытларах

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 02.04.2014 11:42 | 1078 хут пӑхнӑ
Вӗренӳ

Чӑваш Енре IT-специалистсем ҫителӗксӗрри — ҫивӗч ыйту. Ҫак ҫитменлӗхе тӳре-шара пӗтересшӗн.

2014–2015 вӗренӳ ҫулӗнче аслӑ шкулсемпе професси пӗлӗвӗ паракан учрежденисенче ҫак специалистсем валли тӳлевсӗр 926 вырӑн уйӑрма палӑртнӑ. Ку хальхипе танлаштарсан 22,7 процент нумайрах. Абитуриентсем аслӑ шкула 12 специальноҫпа, професси пӗлӗвӗ паракан учреждение 7 специальноҫпа вӗренме кӗме пултараҫҫӗ.

Чӑваш Енре IT-специалистсене И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ, И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ, Шупашкарти политехника институчӗ, Шупашкарти электро-механика колледжӗ, Шупашкарти механика-технологи техникумӗ тата Шупашкарти ҫыхӑнупа информатика техникумӗ хатӗрлет. Ытларах ҫак енӗсемпе тӳлевсӗр вырӑн уйӑрнӑ: «Информатика тата шутлав техники» (ЧПУ), «Прикладной информатика» (ЧПУ тата ЧППУ), «Компьютер системинчи програмлани» (Шупашкарти ҫыхӑнупа информатика техникумӗ), «Компьютер системи тата комплексӗ» (Шупашкарти ҫыхӑнупа информатика техникумӗ).

2015-2016 вӗренӳ ҫулӗнче Раҫҫейре информаци технологийӗсен тытӑмӗнчи специальноҫсене вӗренмелли тӳлевсӗр вырӑнсене 34 процент ӳстерме палӑртнӑ.

РФ коммуникаципе ҫыхӑну министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн ҫӗршыври информаци технологине 2018 ҫулччен аталантарас тесен 350 пин специалистран кая мар хатӗрлемелле. Тӳлевсӗр вырӑнсене нумайлатни — ҫак тӗллеве пурнӑҫламалли мел.

Халӗ Раҫҫейре IT-тытӑмра 300 пине яхӑн ҫын ӗҫлет. Тепӗр 700 пинӗшӗ тӳрремӗн вӑй хумасть (компанисен депортаменчӗсен IT-ӗҫтешӗсем).

#вӗренӳ, #студентсем, #ЧПУ, #ЧППУ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем