Ҫӗмӗрле хулинчи 2-мӗш вӑтам шкулти ҫамрӑк тӗпчевҫӗсем «Эп — тӗпчевҫӗ» Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӑн регионти тапхӑрне хутшӑннӑ. Ӑна шкул ҫулне ҫитменнисем тата кӗҫӗн классенче вӗренекенсем куҫӑнсӑр тура 638 тӗпчев ӗҫӗ тӑратнӑ.
Пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче куҫӑн тур иртнӗ. Унта Чӑваш Енри 15 районпа 5 хуларан 165 ача хӑйӗн ӗҫӗпе тупӑшӑва тухнӑ. Куҫӑн тур икӗ тапхӑрпа иртнӗ. Пӗрремӗшӗнче ачасем тӳресене хӑйсен ӗҫӗ пирки каласа кӑтартнӑ, иккӗмӗшӗнче ӗҫсене хӳтӗленӗ.
Ҫӗмӗрлери 2-мӗш вӑтам шкулта вӗренекенсем «Физика» тата «Естествознани» секцисемпе хутшӑннӑ. Андрей Чебутов шыв хӑҫан тӑвалла юхни пирки ӑнлантарса панӑ, Матвей Ефимов вӗлле хурчӗ ӳрӗккипе кахаллине тишкернӗ. Вӗсен иккӗшӗн те ӗҫӗсем иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.