Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Пиҫнӗ-пиҫмен иккӗ тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Пуканесен уявӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 20.01.2014 18:59 | 1852 хут пӑхнӑ
Культура

Етӗрне районӗнче культура ҫулне халалласа «Наци пуканисен нумайевӗрлӗхӗ» ятлӑ курав иртрӗ. Курава районти мӗнпур шкул, районти тӗп вулавӑш ӗҫченӗсем, Тамара Ионова усламҫӑ хутшӑнчӗҫ. Авторсем пурӗ 561 тӗрлӗ пукане ӑсталанӑ.

Мӗн тӗрлӗ пукане ҫук-ши кунта! Мӗнрен кӑна ӑсталаман-ши: тӑмран, йывӑҫран, улӑмран, папье-машерен, хутран, пенопластран... Пуканесене тӗрлӗ номинаципе хакларӗҫ: «Автор пукани», «Наци тумӗллӗ пукане», «Коллекци пукани» и «Чӑваш халӑх пукани». Кӑкшӑмри шкулта вӑй-хал культурин вӗрентекенӗ Александр Воронков хӑйӗн миниатюра — пуканисене 10 ҫул каяллах ӑсталама пуҫланӑ. Курава вӑл хӑйӗн пысӑк пуххинчи 43 тӗрлӗ пуканине илсе тухнӑ. Унӑн пуканисене куракансем: «Ку пуканесене лавккаранах туяннӑ пулӗ», — тесе алӑпа тытсах пӑхрӗҫ.

Уявра ҫавӑн пекех тӗрлӗ композици тӑрӑх йӗркеленӗ пуканесем хутшӑнчӗҫ: «Чӑвашсем улахра» — чӑваш наци тумне тӑхӑннӑ пуканесем (Хучаш шкулӗ), Пӗрҫырлан шкулӗн ӑсталӑхӗсем тӑмран «Ҫемье» темӑпа, Ирҫе шкулӗ те чӑваш тумӗллӗ «Ҫемье — эпӗ», хутран ӑсталанӑ «Халӑхсен туслӑхӗ» тата «Тӗпел кукринче» (Мӑн Явӑш шкулӗ), «Асамат кӗперӗ» ача пахчи ӑстаҫисем «Эпир совет Союзӗнче ҫуралнӑ» — темӑпа курав йӗркеленӗ. Кунтах управҫӑ пуканесен пуххи, пухса пынӑ пуканесем, Олимп ҫулӗн элем пукани, матрӳшкесем...

Жюри пайташӗсем пукане ӑстаҫисене тӗрлӗ номинацире хакларӗҫ. Уяв чӑннипех те пысӑк шайра иртрӗ, ачалӑха илсе ҫитерчӗ, Етӗрне районӗнчи ӑстаҫӑсемпе паллаштарчӗ.

Сӑнсем (12)

#шкулсем, #культура, #культура ҫулталӑкӗ, #куравсем, #Етӗрне районӗ, #Мӑн Явӑш, #Пӗрҫырлан, #Хучаш, #Кӑкшӑм

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем