Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Тумлам шыв та тинӗсе пулӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Культура ҫулталӑкне уҫнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вера Эверкки 19.01.2014 22:07 | 1566 хут пӑхнӑ
Культура

Эрнекун Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче Раҫҫейри Культура ҫулталӑкне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Уяв Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев, культура министрӗ тата ыттисем пырса ҫитнӗ. Уявра тӗрлӗ куравпа, пултаруллӑ сцена ӑстисем юрри-ташшипе, кӗвви-ҫеммипе паллашма май килнӗ.

Михаил Игнатеьв культура сӑмах нумай енлӗ ӑнлав пулни пирки палӑртса хӑварнӑ. Культура шайне вӗҫӗм хӑпартса пырасси пирӗн республикӑра норма пулса тӑмаллине асӑнса хӑварнӑ. Культурӑра вӑл е ку енпе палӑрнисене ҫав кунах патшалӑх наградисем панӑ. Балет артистне Айдар Хисамутдинова «Чӑваш Республикӑн халӑх артисчӗ» ят панӑ. Тава тивӗҫлӗ ята илнисем хушшинче — республикӑн культура министрӗн ҫумӗ Альбина Алексеева, Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищин преподавателӗ Ирина Никитина, Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Атнарти таврапӗлӳ музейӗн ертӳҫи Зоя Спиридонова, Красноармейски районӗнчи «Заволжски» клубӑн илемлӗх ертӳҫи Михаил Дмитриев. Культура ҫулталӑкӗн чи лайӑх элемне сӗннӗ Красноармейскинчи Александр Казаков художника асӑнмалӑх парнепе хавхалантарнӑ.

Сӑнсем (57)

#культура, #Хӗрлӗ Чутай районӗ, #Атнар, #культура ҫулталӑкӗ, #Красноармейски районӗ, #чыславсем

 

Комментари:

Migulaj // 2158.60.7548
2014.01.20 20:31
Эпĕ ăнланаймарăм: камсен культура çулталăкне савăнăçлă лару-тăрура уçнă? Мĕншĕн тесен ют чĕлхе çеç çырни курăнать тата ют чĕлхе сасси çеç лтĕнет.
Migulaj // 2158.60.7548
2014.01.20 20:37
Юлашкинчен чăвашсене йĕкĕлтесе: "Малалла утар, тăвнасем, малалла! Тавтапуç сире!" - тесе çырнă. Манкурт тесе каласан каллех ман çине çиленеççĕ ĕнтĕ манкуртсем.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем