Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пуриншӗн те пӗр хӗвел.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял хуҫалӑхӗ: Малтан акса-сухалама усӑ курнӑ, халӗ тӗллевӗ урӑх

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вера Эверкки 19.01.2014 20:36 | 1309 хут пӑхнӑ
Ял хуҫалӑхӗ

«Енчен пурлӑха (ҫурт-йӗре, сооружение, машинӑна тата ыттине) хӑйӗн тӗллевӗпе кӑна мар, урӑх енпе те, сӑмахран, производство зданине — склад вырӑнне, трактора — хӑш чухне груз турттарма, ҫӗре вара хутра палӑртнӑ пек кӑна усӑ курмалла», — тесе ӑнлантарса панинчен пуҫланӑ республикӑн Пурлӑх министерствин сайтӗнчи черетлӗ информацирен пӗрне. Унта сӑмах ҫӗре пӗр категорирен теприне куҫарасси пирки пырать.

Чӑн та, ҫӗре тӗллевлӗ усӑ курмалла. Пусӑ ҫинче, тӗслӗхрен, вӑрман ӳстерме юрамасть. 2005 ҫултан пуҫласа 759 лаптӑка, пурӗ 1861 гектар, ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ ҫӗртен промышленноҫ е урӑх тӗллевӗлли ҫине куҫарнӑ. Юлашки виҫӗ ҫулта уйрӑмах нумай: маларах асӑннӑ лаптӑкран 87 процентне юлашки виҫӗ ҫулта куҫарнӑ.

Пӗлтӗр кӑна ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ 241 лаптӑка куҫарасси пирки 114 ходатайство шута илнӗ. Урӑх тӗллеве куҫарнисенчен Патӑрьел, Канаш, Красноармейски, Пӑрачкав, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Етӗрне районӗсенче пурӗ 209,5 гектар ҫӗре ҫурт-йӗр тума куҫарнӑ. Карас ҫыхӑнӑвӗн башнисене вырнаҫтарма Сӗнтӗрвӑрри тата Вӑрмар районӗсенчи 4 лаптӑка 0,07 гектара ҫӗнӗ статус панӑ. Цифра телекуравӗн радиотелевидени станцийӗсем валли Вӑрмарта Шупашкар районӗсенчи 0,08 гектар ҫӗре куҫарнӑ. Патӑрьел, Канаш, Комсомольски, Сӗнтӗрвӑрри, Вӑрмар, Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Елчӗк тата Тӑвай районӗсенчи 0,02 гектар ҫӗре ҫутӑ линийӗсен юписене вырнаҫтарма куҫарма тивнӗ.

Комсомольски, Муркаш тата Улатӑр районӗсенче ҫӗр айӗнчи пурлӑха (кунта, ахӑртнех, хӑйӑрпа тӑм пирки сӑмах пырать пуль-ха. Улатӑр районӗнче вара трепел пур) кӑларма 18,4 гектар ҫӗре ял хуҫалӑх тӗллевӗнчен куҫарма тивнӗ. Шыв пӑрӑхӗ хума Вӑрнар районӗнче 2,0 гектар ҫӗр кирлӗ пулса кайнӑ. Патӑрьел районӗнче вара трансформатор подстанцийӗ юсаса ҫӗнетнипе 0,04 гектар ял хуҫалӑх тӗллевӗнчен пуҫарнӑ. Нефть пӑрӑхӗ валли Куславккапа Муркаш районӗсенчи 10 участок ҫинчи 1 гектар ҫӗр урӑх тӗллев йышӑннӑ. Хӗрлӗ Чутайпа Шупашкар районӗсенче 20,1 гектар ҫинчи лаптӑка промышленноҫ тӗллевӗ валли куҫарнӑ.

Вулакан, тен, асӑрхарӗ пулӗ: ял хуҫалӑх тӗллевӗнчен куҫарнисенчен 34 проценчӗ — Ҫӗрпӳ районӗнче; чи сахалли — Улатӑр, Вӑрнар, Пӑрачкав, Ҫӗмӗрле, Елчӗк районӗсенче. Элӗк, Йӗпреҫ тата Шӑмӑршӑ районӗсенчи ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ ҫӗре тепӗр тӗллевпе усӑ курма тытӑнни пӗлтӗр пулман.

#ял хуҫалӑхӗ, #ҫӗр ыйтӑвӗ, #пурлӑх, #хуҫалӑх

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем