Ҫак кунсенче «Пакша» ача пахчинче хаваслӑ пулӑм иртнӗ-мӗн. Кун пирки Шупашкар район администрацийӗ хыпарлать. Асӑннӑ учреждени Пархикасси ялӗнче вырнаҫнӑ. Унта виҫӗ ҫулхи шӑпӑрлансем валли хушма ушкӑн уҫнӑ. «Ҫӗнӗ ушкӑн — Пархикасси ялӗнче пурӑнакансемшӗн чӑн-чӑн уяв», — тенӗ хӗрлӗ хӑйӑва касма хутшӑннӑ май район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Георгий Егоров. Ҫитес эрнере районта тата тӑватӑ ушкӑн уҫӑлмаллине те пӗлтернӗ.
Аса илтеретпӗр, хальхи вӑхӑтра Кӳкеҫре ҫӗнӗ ача-пӑча пахчи тӑвас ӗҫ малалла пырать. Тӗрлӗ сӑлтава пула вӑл унччен палӑртнӑ тӗле хута каяймарӗ-ха.