Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ «Чӑваш халӑхӗн наци патшалӑхӗн историйӗ» ӑслӑлӑх ӗҫне пичетлеме ӗмӗтленет. Ҫак ыйтӑва республикӑра гуманитари ӑслӑлӑхне сарассипе ӗҫлекен канаш ларӑвне ирттернӗ чух ҫӗкленӗ.
Кӗнекене Чӑваш автономи облаҫне туса хунӑранпа 2020 ҫулта 100 ҫул ҫитни тӗлне хатӗрлесе ҫитересшӗн тата кун ҫути кӑтартасшӑн. Кунсӑр пуҫне наци юхӑмӗпе Чӑваш автономине йӗркелени ҫинче икӗ томпа кӗнеке кӑларма шухӑшлаҫҫӗ. Кун валли республика Элетепӗрӗн кӗмӗлне ҫӗнсе илессе шанаҫҫӗ.
Аса илтеретпӗр, пӗлтӗрхи ҫуркунне Чӑваш Ен патшалӑх пулма пӑрахрӗ. Кун пирки республика Конституцине улшӑну кӗртнӗччӗ.
Migulaj // 5074.0.4352
2013.12.17 09:00 | |
Наци патшалăхĕн аваллăхне (историне) виçĕ томпа мĕнле чĕлхепе кăларасшăн? | |
Agabazar // 3614.82.3704
2013.12.17 16:31 | |
Микулай хăта, тĕрессипе каласан ку кĕнекене 7-9 чĕлхепе пĕр харăс кăларсан та пит аван.
Анчах та сирĕн, каçарăр та куç витĕрех мар. Эсир çакна курмастăр: Хăшĕ лайăхрах: 1) Кĕнекене пач каларманни 2)Вырăсла çеç кăларни. Ну хăшĕ лайăхрах? ГОСУДАРСТВЕННОСТЬ ТЕНИ ЧĂВАШЛА ПАТШАЛĂХЛĂХ ПУЛАТЬ. патшалăх мар. | |
Migulaj // 5074.0.4352
2013.12.17 20:54 | |
Agabazar хăта!
Мĕншĕн эсĕ ун пирки мана калатăн? | |
Agabazar // 3291.61.1705
2013.12.17 21:01 | |
Кунта — Интернет. Тетел.
Çавăнпа та "мана калан" (калатăр.—А.) тенисем вырăнсăр. Питĕ вырăнсăр!!!! | |
Migulaj // 5074.0.4352
2013.12.17 21:56 | |
Вара тĕнче тетелĕнче чăвашла калама юрамасть-им? |