Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Галина Слесарева 100 ҫулхи юбилейне Республикӑри кардиодиспансерте кӗтсе илнӗ.
Унччен маларах кинемейӗн инфаркт пулнӑ. Телее, тӑванӗсем васкавлӑ медпулӑшу чӗнсе ӗлкӗрнӗ, тухтӑрсем вӑхӑтра ҫитнӗ. Тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн тухтӑрсем операци кирлӗ маррине, эмелсемпе кӑна сиплемеллине палӑртнӑ. Пульницӑри спциалистсем унран, вӑл пурнӑҫа мӗнле юратнинчен тӗлӗнеҫҫӗ.
Галина Никитичнӑн пурнӑҫӗ ҫӑмӑл пулман: вӑл 6 ҫулта чухне ашшӗ вилнӗ. 14 ҫулта вӑл фабрика-завод курсӗсене пӗтернӗ те аслисемпе тан станок умне тӑрса фронт валли ӗҫленӗ. Харпӑр пурнӑҫ пирки шухӑшлама вӑхӑт та пулман. «Ҫывӑрса ӗлкӗресчӗ, ҫиессе вара мӗнле пулать», — аса илет кинемей.
Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Галина Никитична аякри ялта дояркӑра вӑй хунӑ, унта 50 ҫул ӗҫленӗ. Унтах пурӑннӑ темелле вӑл, киле сайра хутра килнӗ. Унӑн сӑнӳкерчӗкӗ хисеп хӑми ҫинчен кайман. Мӗн ватӑличчен вӑл уй-хирте тӑрӑшнӑ.
Паянхи кун Галина Слесарева хӑйне хӑйех пӑхать, килте кӑштӑртаткаласа уткаласа ҫӳрет.
Саламлатпӑр кинемее!
