Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Пӗр уйӑх каялла туяннӑ хваттерне сутса ултавҫӑсене 12 млн тенкӗ куҫарса панӑ.
Ҫапла улталанӑ Шупашкар хулинче пурӑнакан 43-ри хӗрарӑма. Йӑлтах ҫурла уйӑхӗнче мессенджерта палламан ҫын ҫырнинчен пуҫланнӑ: «Госуслуги» порталти аккаунтне ҫӗмӗрнӗ-мӗн. Кайран «пулӑшу службинчен» шӑнкӑравланӑ, харпӑр даннӑйсене такам вӑрланӑ тесе хӗрарӑма хӑратма пуҫланӑ.
Кайран «ФСБ ӗҫченӗ» такам ун ячӗпе ют ҫӗршыв агентне укҫа куҫарма тӑнине пӗлтернӗ. Унтан «банк ӗҫченӗ» ҫыхӑннӑ. Ултавҫӑсем пулӑшма шантарса хваттерне сутма ӳкӗте кӗртнӗ.
Хӗрарӑм курьера темиҫе хутчен пысӑк укҫа парса янӑ, ку уйӑхра темле счет ҫине 15 хутчен укҫа куҫарнӑ.
Хӗрарӑмпа чӑн-чӑн банк ӗҫченӗсем те калаҫма хӑтланнӑ, анчах вӑл палламан ҫынсене шаннӑ, лешсем ун пирки питӗ нумай пӗлнӗ иккен.
