Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Улатӑрти суд пӗр арҫынна хваттертен кӑларса яма йышӑннӑ. Суда тавӑҫпа ҫав арҫынпа перле пурӑннӑ хӗрарӑм тухнӑ.
Хӗрарӑм судра ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, ҫав этемпе вӗсем кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче пӗрле пурӑнма пӑрахнӑ. Анчах арҫын хӗрарӑм патӗнчен тухса каясшӑн пулман, япала ватассипе тата ытти шӑмӑрлӑх кӑтартассипе хӑратнӑ.
Хӗрарӑм хваттере 2018 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 9-мӗшӗнче туяннӑ. Ҫав ҫулах унта вӑл пӗр арҫынпа пурӑнма тытӑннӑ. Вӗсем иккӗшӗ хут уйӑрттарман.
Суд палӑртнӑ тӑрах. ҫав вӑхӑтра пӗрлехи хуҫалӑх тытнӑ, хайхи этем хӗрарӑмӑн ҫемье членӗ шутланнӑ. Анчах мӑшӑрсем уйрӑлса кайсан вӗсем пӗр ҫемье шутланма пӑрахаҫҫӗ, апла пулсан арҫыннӑн ют хӗрарӑм хваттерӗнче пурӑнма юрамасть. Унӑн хӑйӗн кӗтес ҫуккишӗн хӗрарӑм яваплӑ мар.
