Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Этем ырӑ ӗҫӗпе.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Чӑваш академи драма театрӗнче — «Мунча кунӗ»

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вера Эверкки 30.11.2013 11:35 | 2314 хут пӑхнӑ
Культура

Ӗнер Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче премьера пулнӑ. Хальхинче Арсений Тарасовӑн «Мунча кунне» лартнӑ. Тӳрех каласа хӑварам — тӗрлӗ сӑлтава пула ӗнер ҫитсе курайманнисем паян кайма пултараҫҫӗ: репертуара ӑна икӗ кун умлӑ-хыҫлӑ кӗртнӗ.

Асӑннӑ театрпа унӑн кураканӗсемшӗн асӑннӑ автор ячӗ ҫӗнӗ мар. Пытармасӑр каласан, Арсений Тарасов писатель-журналистӑн пьеси тӑрӑх лартнӑ «Инҫет телей ҫути» драмӑна кайса курнӑ хыҫҫӑн 11 ҫулти ывӑлӑм чӑваш театрне юратса пӑрахнӑччӗ те ҫавӑнтанпа пӗр спектакле сиктерми пулнӑччӗ. Сӑмах май, 2003 ҫулта «Инҫет телей ҫути» Раҫҫей Федерацийӗн литературӑпа ӳнер енӗпе патшалӑх премине тивӗҫнӗччӗ. Шел те, тӗлӗнмелле тарӑн шухӑшлӑ ҫав спектакль паян — репертуартан кӑларнисен шутӗнче (нимӗн те тӑваймӑн, 2001 ҫулта лартнӑскерӗн театрти ӗмӗрӗ иртнӗ пуль ҫав ӗнтӗ…) Каярах Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ Арсений Тарасовпа Ольга Туркай ҫырнӑ «Вӗҫсе иртеҫҫӗ кайӑксем» спектакле, 2009 ҫулта авторӑн тата тепӗр хайлавӗ тӑрӑх «Салтак шӑпи» спектакле лартрӗ.

Хальхи те драма. Унта пурнӑҫ хальхи вӑхӑтра пӗр чӑваш ялӗнче пулса иртет. Тӑван киле ура ҫине ҫирӗп тӑракан икӗ ывӑл — ҫар офицерӗ тата пысӑк пукан йышӑнакан вӑй питти — таврӑнаҫҫӗ. Тӗлӗнмелле пек те, анчах канлӗ пурӑнма вӗсене… амӑшӗ чӑрмантарать имӗш.

Спектакль режиссёрӗ — Наталия Сергеева. Ӑна лартаканӗ тата художникӗ — СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев. Композиторӗ вара — Николай Казаков. Юлашкинчен асӑннӑ ятпа та паллаштарма кирлӗ мар — музыка ӳнерне кӑмӑллакансем ун пирки аван пӗлеҫҫӗ. Мӗнех, ҫитсе курар, хамӑр куҫпа хаклар.

#театрсем, #премьерӑсем, #академи драма театрӗ, #спектакльсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем