Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Этемӗн кунҫулӗ тӗрлӗрен. Шупашкарта пурӑнакан Анастасия Шорникова паян, чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, 103 ҫул тултарнӑ.
Анастасия Михайловна хулари 23-мӗш шкулта ӗҫленӗ. Учитель профессине суйласа илнӗскер вӑй питти ҫулӗсене юратнӑ ӗҫре тӑрӑшса ирттернӗ. Пӗтӗмпе 50 ҫула яхӑн!
Тӗлӗнмелле пек те, анчах кун хыҫҫӑн кун, чӗрӗк хыҫҫӑн чӗрӗк, вӗренӳ ҫулӗ хыҫҫӑн черетлӗ ҫул иртнӗ. Ҫав вӑхӑтра программӑсем, учебниксем ылмашнӑ. Анастасия Михайловна вара ачасене вӗрентессишӗн ҫеҫ мар, вӗсене ырӑ ҫын тӑвассишӗн те тӑрӑшнӑ. Ӑна «Халӑх вӗрентӗвӗн отличникӗ» ят та панӑ. Вӑл хулари Депутатсен пухӑвне те суйланнӑ.
Унӑн вӗренекенӗсем юратнӑ учительне яланах асра тытнӑ, шкул пӗтерсен темиҫе ҫултан та ун патне пырса ҫӳренӗ, ӑна ырӑ сӑмахпа аса илсе тав тунӑ. Халӗ ӗнтӗ кинемей урама тухса ҫӳремест, хваттерте ҫеҫ ерипен уткаласа ҫӳрет.
